Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентекен киле ӗçе мӗнле тăмсай тунине курасшăн

Кăштах кулăш Арăм февралӗн 23-мӗшӗ ячӗпе чаплă парне пама шантарчӗ. Интереслӗ, кăçалхи нуски мӗн тӗслӗ-ши?

– Анне, мана атте сăнӳкерчӗкӗ кирлӗ, – тет ывăлӗ Яка Кулинене.
– Мӗн тума?
– Ара, вӗрентекен киле ӗçе мӗнле тăмсай тунине курасшăн та...

* * *
– Чунăмçăм, çакăн пек хаклă парнешӗн пысăк тав сана! Ăçтан çавăн чухлӗ укçа тупрăн?
– Февралӗн 23-мӗшӗ ячӗпе хама парнеленӗ нускисене йăлтах сутрăм та...
* * *
Кӗçех çӗршывăн пӗтӗм офисӗсенче чей ӗçмелли куркасем çӗнелӗç: арçынсен – февралӗн 23-мӗшӗнчен, хӗрарăмсен – мартăн 8-мӗшӗнчен...
* * *
Арăм февралӗн 23-мӗшӗ ячӗпе чаплă парне пама шантарчӗ. Интереслӗ, кăçалхи нуски мӗн тӗслӗ-ши?
* * *
Кӗçех арçынсен уявӗ. Так... хырăнмалли гель пур-ха унăн, бритви пур, нускийӗсем пур... Йăлтах пур çын валли парне суйлама мӗнле кăткăс  вӗт-ха...
* * *
Çар комиссариатӗнче призывниксем комисси иртеççӗ. Окулист патӗнче. Врач:
– Пӗрремӗш йӗркене куратăр-и?
– Куратăп.
– Аяларах?
– Куратăп!
– Тата аяларах?
– Çук!
– Снайпер пулан. Тепри кӗрӗр!.. Пӗрремӗш йӗркене куратăр-и?
– Куратăп!
– Иккӗмӗшне?
– Курмастăп!
– Тинӗс-çар флотне яратпăр сана. Тепри кӗрӗр!.. Çӳлти йӗркене куратăр-и?
– Çук, тухтăр, курмастăп!
– Чее... Разведкăна яратпăр!

Сăнӳкерчӗк «Одноклассники» социаллă сетьрен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев