Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӖРЕНТЕКЕНСЕМ ТĂВАН ЧӖЛХЕ ÇИНЧЕН

Тăван чӗлхене вӗрентекенсен хушшинче иртекен «Туган тел» Пӗтӗм Раççейри мастер-классен конкурсӗ кăçал та çавра сӗтел ӗçӗпе вӗçленчӗ. Тӗп тема – ФГОС çӗнӗлӗхӗсем. Вăл тӗрлӗ ыйту çуратать. Федераллă стандарт йышăннă пулин те вӗренӳ ӗçӗнчи çул çинче тумхахсемсӗр мар. Тӗп проблема чăвашсен те, удмуртсен те, марисен те пӗрешкел – ачасем тăван чӗлхепе калаçманни, ашшӗ-амăшӗ вӗсене унран пистерни, вӗренӳ пособийӗсем çителӗксӗрри тата ытти те. Йывăрлăхсем пӗрешкел те, анчах вӗсене татса парасси расна. Ку ӗнтӗ вӗрентекенрен, унăн опытӗнчен, тавракурăмӗнчен килекен япала. Вӗсене итлеме питӗ кăсăк пулчӗ. Тутарстанăн чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсенчен нумайăшӗ аслă категориллӗ педагог ятне илнӗ, профессири пултарулăхпа тахçанах шкул шайӗнчен тухнă. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин регион, Раççей шайӗнчи конкурсӗсене хутшăнни те вӗсене ӳсме пулăшать. Хăш-пӗр педагог наукăпа методика ӗçӗнче пӗрремӗш утăмсем тума пуçланă. Çавсенчен пӗри Лариса Анатольевна Андреева.

Ольга Салюкова (Элкел районӗ, Кивӗ Матакри вăтам шкул): «Пирӗн шкулта чăваш, тутар, вырăс ачисем вӗренеççӗ, кашни хăй чӗлхипе. Ман шутпа чи кирли – ачасене вӗренме вӗрентесси, вӗсен кирлӗ информацие шыраса тупма пӗлмелле. Урокра ытларах калаçма май памалла. Творчествăлла шухăшлава та аталантармалла. Çавăнпа хамăр программăна проект ӗçӗсене кӗртетпӗр – йăла-йӗркепе, культурăпа çыхăннисене». 

 

Лариса Андреева (Пăва районӗ, Тури Лашчи вăтам шкулӗ), чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ, 5-мӗш классем валли чăваш литературипе хатӗрленӗ хăйӗн брошюри пирки каласа пачӗ: «Пӗлтӗр, 2021 çулта вӗрентӳ ӗçӗнче усă курма ятарлă брошюра хатӗрлесе кăлартăм. Пурте пӗлетпӗр, паян шкул ачисене вулаттарма питӗ йывăр. Мӗнле-ха вӗсен тимлӗхне çивӗчлетес? Вӗренӳ кӗнекисене тишкернӗ хыççăн «Тестсен пуххи» брошюра кăларма шутларăм, вăл Чăваш патшалăх университетӗнче пичетленсе тухрӗ. Вӗренекенсем Николай Николаевич Осипова лайăх пӗлеççӗ пуль тетӗп. Эпир час-час ун патне хамăрăн технологи карттисене, урок конспекчӗсене ярса паратпăр. Ăна черновике ярса патăм. Вăхăт пулсан пăхса тухаймăр-ши терӗм. Ӗç ушкăнне пуçтарсах тишкернӗ вӗсем ман ӗçе, вара тӳрлетӳсем кӗртсе тепӗр хут пăхса тухма сӗнчӗç. Брошюрăна 5-мӗш класс программине кӗнӗ хайлавсемпе тестсем кӗртнӗ. Ыйтусене хуравлас тесен хайлавсене тӗплӗн вулама тивет. Ачасем чылай чух вуламаççӗ, класра содержани итлесе ларнипе çырлахаççӗ. Тест иртес тесен хайлавсене тӗплӗн вулама тивет. Ман шутпа вӗрентекенсемшӗн брошюра усăллă пулмалла». 

 

Татьяна Раимова, удмурт чӗлхи вӗрентекенӗ: «Тăван чӗлхене пӗлменни – питӗ пысăк проблема. Пирӗн задача – интереслентерме пӗлесси. Çавăнпа хам ӗçре интерактив меслечӗпе анлă усă куратăп. Интерактив вăл – диалог. Çыру ӗçӗпе кăна çитӗнӳ тума çук. Ашшӗ-амăшсем хушшинче анкета ирттерсен нумайăшӗ тăван чӗлхене пӗлменни палăрчӗ. Тăван тавралăхпа, чӗрчунсен, ӳсен-тăрансен ячӗсемпе çыхăннă проект хатӗрлесе вӗсене тăван чӗлхене вӗренме илӗртме шутларăм. Малтан вырăсла ӗçлерӗç, унтан тăван чӗлхе çине куçрӗç. Иккӗмӗш класра сăвăсем, кӗске хайлавсем вӗренме пуçларăмăр. Ку ӗçре вӗсем пӗр-пӗринпе удмуртла калаçма тытăнчӗç. Тăван чӗлхене пӗлмесӗр шкула килнисемшӗн ку пысăк çитӗнӳ. Килте ку ӗç ашшӗ-амăшӗпе пӗрле тăсăлать. Анчах урамра вырăслах калаçаççӗ-ха. Хăш-пӗри удмуртла сăмахсене хуçкаласа калаçнипе вăтанаççӗ, ку вӗсене чарса тăрать. Çавăнпа чи малтан ачасене пӗр-пӗринпе тăван чӗлхепе калаçма пулăшмалла, май туса памалла. Проект ӗçне малтан класс, унтан шкул шайӗнче хӳтӗлени те усă кӳрет». 

 

Ирина Третьякова (Анат Кама хули, 34-мӗш чăваш гимназийӗ): «Пирӗн гимназире вӗренекенсен ашшӗ-амăшӗсем чăвашла пӗлмеççӗ. Асатте-асанне, кукамай-кукаçисем пӗлеççӗ-ха. Çавăнпа ача тăван чӗлхепе калаçса кайтăр тесен питӗ нумай вăй хумалла. Гимназире чăваш, вырăс чӗлхисемсӗр пуçне тутар тата акăлчан чӗлхисене те вӗренеççӗ. Сăмах май, нумай шкулта тутар чӗлхине вӗренмеççӗ, эпир  хăвартăмăр. Тутарстанра пурăнса мӗнле-ха тутар чӗлхине вӗренмелле мар? Вӗрентӳ ӗçӗнче наци культури çине пысăк пусăм тăватпăр. Наци культурипе çыхăннă тӗпчев ӗçӗсене нумай хутшăнатпăр. Пӗлтӗр пӗр секцире 1, 2, 3-мӗш вырăнсене пӗтӗмпех пирӗн ачасем йышăнчӗç. Вӗрентӳ ӗçӗпе Анат Камăри 37 шкул хушшинче пирӗн гимнази 8-мӗш вырăнта тăрать. Яковлев вулавӗсене ирттерни çинчен те каласа хăварас килет. Тутарстанри нумай чăваш шкулӗнчен унта хутшăнаççӗ». 

 

Надежда Валиуллина (Апас районӗ, Азбабари вăтам шкул): «Вӗрентӳ ӗçне çӗнӗлӗхсем кӗрсех тăраççӗ. Ман шутпа юлашкинчен йышăннă виççӗмӗш стандарт чăннипех туптанса çитнӗ. Малтанхисем тăван чӗлхине вӗренессин кирлӗлӗхне питех татса парайман. Виççӗмӗш стандарт Раççей регионӗсенче тăван чӗлхене вӗрентмелли пирки çирӗппӗн калать. Ку питӗ савăнтарать. Пирӗн шкул – вырăс шкулӗ. Ӗлӗкрех чăваш ачисем тутар чӗлхине вӗренетчӗç. Йывăрччӗ вӗсене, кăмăлӗ те çукчӗ, вӗренӳ планӗ ыйтнипе хистесех вӗрентеттӗмӗр. Халӗ тăван чӗлхе ытти предметсемпе тан ларчӗ. Шел те, Вӗрентӳ стратегийӗн институчӗн сайтӗнче чăваш чӗлхипе хальлӗхе нимӗн те çук. Ытти предметсемпе пуринпе те ӗç программи пур. Ман шутпа, чăваш чӗлхипе те информаци унта пулмаллах». 

 

Алена Торгашова (Теччӗ районӗ, Пухтелӗнчи тӗп шкул): «Шкул директорӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ, класс ертӳçи, вӗрентекен пулнăран шкулпа çыхăннă проблемăсене пурне те пӗлетӗп, вӗсене чун витӗр кăларатăп. Манăн кредо – пӗлменнишӗн мар, пӗлес килменнишӗн вăтанмалла. 2021 çултанпа воспитани енӗпе çӗнӗ программăпа ӗçлеме тытăнтăмăр. Унта регион, муниципалитет, шкул компоненчӗпе çыхăннă тӗрлӗ модульсем кӗнӗ. Сăмахран, йӗркене пăсассин профилактикипе, урокпа тата ыттипе çыхăннисем. Хамăр районта комисси пуçтарса эпир кашни шкулăн хăйӗн модулӗ пулмалла тесе йышăнтăмăр. Эпир шаблонпа çыхăннисене илнисӗр (тӗп ӗç, урок тулашӗнчи ӗç, ашшӗ-амăшпе хутшăнасси) пуçне чăваш халăхӗн историйӗпе, культурипе çыхăннă модуль калăпларăмăр. Çак модульпе шкул мероприятийӗсене, тӗрлӗ конкурссем йӗркелетпӗр. Ӗçтешсенчен вӗсен мӗнле модульпе ӗçленине пӗлес килет. Çук-тăк, ку ӗçе сире те сӗнес килет».

Ирина Галиева, мари чӗлхи вӗрентекенӗ: «Çӗнӗ ФГОС лайăх, анчах унта çакăн пек çырни пур: «Тăван чӗлхене хăй ачине вӗрентессипе вӗрентмессине ашшӗ-амăш йышăнать». Ку питӗ пысăк чăрмав. Тепри – мари чӗлхине вӗрентме учебниксем çителӗксӗрри. Тăван чӗлхене вӗрентессинче тепӗр асăрхаттарни те пур – шкулта мари чӗлхине вӗрентме условисем пур-и е çук? Вăт çак требованисене шкул тивӗçтереймесен эпир тăван чӗлхене вӗрентейместпӗр. Çавăнпа чи малтан çак ыйтусене татса памалла». 

 

Светлана Савельева (Çӗпрел районӗ, Матакри вăтам шкул): «Ман сăмах тăван вырăс, тăван чăваш чӗлхисене пӗр класрах вӗрентнин хăйне евӗрлӗхӗ çинчен. Чӗлхесен лексикисене, синтаксисӗпе морфологине пӗр урокрах харăс пăхса тухса танлаштаратпăр, анализ тăватпăр. Ку питӗ пулăшать чӗлхесене вӗренессинче». 

 

Руслан Бушков, истори наукисен кандидачӗ, этнолог, таврапӗлӳçӗ, журналист, культуролог, мари çынни: «Ман шутпа хăш-пӗр ыйтăва татса парас тесен интернет паракан майсемпе усă курмалла. Эсир кӗнекепе вӗрентесси пирки нумай калаçатăр. Анчах ман шутпа, эпир кӗнеке культурипе воспитани илнӗ юлашки ăрусенчен пӗри. Халӗ революци пулса иртрӗ. Çавăнпа пирӗн улшăнса пыракан лару-тăрăва хăнăхса пымалла. Электрон тӗнчинче ырри те, начарри те питӗ нумай. Ача час-час çухалса каять. Интернет вăл – океан, уçлăх. Кирлине, усăллине тупма вӗрентекенӗн пулăшмалла. Тӗнче картини вара тăван чӗлхе урлă кăна ăнланмалла уçăлать. Акă мӗншӗн тăван чӗлхене пӗлмелле. Пирӗн наука кăштах пăтранса кайрӗ. Эп ăна наука ӗçченӗ пек çирӗплетме пултаратăп. Çине тăрса Сорос гранчӗсене илессишӗн ӗçлерӗмӗр. Çавна пула кирлӗ, актуаллă япаласем манăçрӗç, çухатма пуçларăмăр. Пысăк тав сире, тăван чӗлхене вӗрентекенсем пире кирлӗ енне çавăрнăшăн. Тăван çӗршывран, тăван чӗлхерен, культурăран вăтанма вӗрентсе мӗн патне килсе тухнине хăвăрах куратăр. Телее, çакна вăхăтлă ăнланса илтӗмӗр.  

 

Марина Свежинкина (Пӗкӗлме районӗ, Наратлăри вăтам шкул): «Пӗкӗлме районӗнче чăваш шкулӗ пурӗ те пӗрре кăна – Наратлăра. Чăваш чӗлхине ачасем пӗлччӗр тесе чунтан тăрăшатпăр. Тăван чӗлхене эпир вырăс шкулӗсем валли хатӗрленӗ программăпа вӗрентетпӗр. Вӗренекенсем тӗрлӗ наци, тӗрлӗ культура ачисем. Тӗп контингент – чăваш ачисем. Хамăн мастер-класа креативлăхпа ахальтен çыхăнтармарăм. Ман шутпа, паян каланă пек, вӗрентекенӗн культуролог та, артист та пулмалла. Уроксене интереслӗ ирттерме тăрăшмалла, вӗрентӳ процесне инновацилле меслетсем кӗртмелле».

 

Ольга Черникова (Балтаси, удмурт чӗлхи вӗрентекенӗ): «Ача садӗнчен вырăсланса килнипе атьсем удмуртла пӗлмеççӗ. Хăш чух кулăшли те сиксе тухать. «Заяц» удмуртла мӗнле пулать тесе ыйтсан «куян» тесе хураççӗ, тутарла. Тăван чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амăшне татса пама ирӗк пани питӗ пысăк йăнăш. Çакă пире ура хурать. Ача садӗнче тутарланнă ачине удмурт ашшӗ-амăшсем шкулта та тутар класне çыртараççӗ». 

 

Галина Сандиярова (Çӗпрел районӗ, Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкул): «Чăваш чӗлхине вӗренсессӗн те тăхтавсенче ачасем пӗр-пӗринпе вырăсла калаçаççӗ. Вӗсене тăван чӗлхепе калаçма, шухăшлама вӗрентессине хамăн тивӗç тесе шутлатăп. Мӗн тăватăп-ха? Уроксене стандартпа мар, интереслӗ ирттерме тăрăшатăп: КВН, çулçӳрев е ытти  майлă. Олимпиада задачисемпе карточкăсем хатӗрлетӗп, проект ӗçӗсене явăçтаратăп. Çулсерен тӗпчев конференцийӗсене ирттеретпӗр. Нумай вӗренекен хăй пуçарăвӗпе хутшăнни уйрăмах паха». 

 

Ирина Бикбова (Элмет районӗ, Патраклăри вăтам шкул): «Тӗрӗсех калатăр, вӗрентекенӗн лайăх психолог пулмалла, ачана вӗренме хавхалантарма пӗлмелле. Тӗслӗхрен, 9-мӗш класра патшалăх экзаменне пама ирӗк илмешкӗн ачасем проект ӗçӗ çыраççӗ. Руслан Хасаншин тутар ачи пулсан та Патраклăри чăвашсен авалхи ячӗсемпе пысăк тӗпчев ӗçӗ ирттерчӗ. 180 ят тупнисӗр пуçне вӗсем мӗнле пулса кайнине, мӗне пӗлтернине тӗпченӗ. Ку темăпа интернетра материал тупаймастăн. Ял диалектизмӗпе çыхăннă ӗçсем те пур. Ачасене хавхалантарма пӗлсен кăтартăвӗ те пулать».(Ирина ТРИФОНОВА.ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев