Вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстернӗ
Бюджетран хушса тӳленипе Тутарстанри вӑрманҫӑсен ӗҫ укҫи 30 пин тенкӗ таран ӳснӗ
Пӗлтӗр республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен зарплати 55% ӳснӗ пулсан, 2021 ҫулта 74% таран ӳснӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР вӑрман хуҫалӑх министрӗ Равиль Кузюров пӗлтернӗ.
"ТР Президенчӗ пулӑшнипе иртнӗ ҫултанпа эпир пирӗн лесниксен ӗҫ укҫин фондне ӳстерме пултартӑмӑр. Ҫакӑ пирӗн пата килекен ҫамрӑк специалистсемшӗн стимул пулать.
Унсӑр пуҫне пӗлтӗртенпе пирӗн пата ӗҫлеме килекенсемшӗн социаллӑ тӗрев памалли ҫӗнӗ меслет те тупӑнчӗ. Ку вӑл пӗр хутченхи тӳлев - 300 пин тенкӗ.
Паллах, пирӗн пата кӑмӑлпа ӗҫлеме килтерес килет, ҫавӑнпа эпир пур енлӗн тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи пама тӑрӑшатпӑр",– тенӗ вӑл.
Спикер палӑртнӑ тӑрӑх, "кадрсем катастрофӑлла ҫитменни" отрасльте паян ҫук. Ведомствон пресс-службинче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӗҫ укҫин фончӗ ӳсиччен, пӗлтӗр лесниксен вӑтам зарплати 16,9 тенкӗ пулнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев