Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӑрман сукмакӗсемпе ҫуран

Чистайра «Чистые луга» экомаршрут уçнӑ

 

Патшалӑхăн  ҫутҫанталӑк заказникӗнче ӗҫлекенсем заказник чиккисенче вырнаҫнӑ илемлӗ вырӑнсемпе ҫуран уçăлса çÿреме  ҫӗнӗ маршрут уçнă.

Тӗрлӗ профессири тата ӳсӗмри ҫынсем  пĕрремĕш хут çĕнĕ маршрутпа утса тухнă. Вӗсем хӗвелҫаврӑнӑш уйӗ хӗррипе  вăрман сукмакĕсемпе Прость  юханшывӗн çыранĕ хӗррине ҫитнĕ. Экскурси шайӗнче  кунти  флорӑпа тата фаунӑпа паллашнă. Хыр шӑршипе юханшывӑн тап-таса шывӗ уйрӑмах кăмăла кайнă экскурсие тухакансене.

«Экосукмак питӗ меллӗ  вырăнта вырнаҫнӑ. Ҫӳллӗрех вырăна  хăпарсан заказник территорийӗн пӗр пайне курма пулать. Паян эпир хӗрлӗ кӗнекери вĕçен кайăксем  пурӑнакан вырӑнсене куртӑмӑр. Тата тепĕр хут  таврӑнатпӑр», — каласа параҫҫӗ Чистай ҫыннисем.

Экскурси питĕ кăмăллă иртрӗ.

Сăнÿкерчĕк tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чистополь