Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӑрманти тискер кайӑксене ҫеҫ чип лартмаҫҫӗ

Ӗлӗкрех, кӗтӗве яриччен сурӑхсемпе такасене хӑлхисене касса паллӑ тӑватчӗҫ, е ҫамкине сӑрпа пӗветеҫҫҫ. Фермӑри ӗнесен  номерлӗ "хӑлхалхи" те пурччӗ - пластмасс бирка

"Татар-информра" ТР Ял хуҫалӑх министерстви чӗрчунсене идентификацилесси пирки пресс-конференци  ирттерчӗ.
2020 ҫулта Тутарстанра Агропромышленность комплексне цифрӑланӑ май, выльӑх-чӗрлӗх идентификацине кӗртме те пуҫланӑ.
Балтаси тата Арча районӗсенче тин ҫеҫ ҫуралнӑ 200 ытла пӑрӑва выльӑхсен пӗрлехи идентификаци системине кӗртнӗ ӗнтӗ. Ҫак районсенче пилотлӑ проектсем ӗҫлеҫҫӗ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 4800 чиплӑ бирка туяннӑ, вӗсене пӑрусем ҫуралсан хӑлхисене лартса пыраҫҫӗ. Пӗр хӑлхине "куар-кодлӑ" номерлӗ бирка ҫакаҫҫӗ, теприне пӗрлехи информаци системинче регистрациленӗ электронлӑ чип.
Ветеринари служби пӑру ҫуралнине системӑра ҫирӗплетсе ун ҫине ветеринари паспорчӗ тӑвать. Ҫак документа малашне выльӑхпа туса иртекен мӗн пур мероприятие ҫырмалла.
Ҫак ҫӗнӗлӗх фермӑри мӗн пур процессепе эффективлӑ хуҫаланма май парать. Система ферма даннӑйӗсене хуҫалӑх ертӳҫине кӑна мар, министерство специалисчӗсемпе ветеринарсене те кӑтартать.
Ӗне е вӑкӑр ашне туянакан та вӑл ӑҫта ӳснине, унпа мӗнле ветеринари мероприятийӗсене туса ирттернине пӗлме пултарать.
Маларах Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви идентификаци иртмелли чӗрчунсен списокне ҫирӗплетнӗ. Унта ял хуҫалӑхри мӗн пур выльӑх-чӗрлӗх кӗнӗ, ҫавӑн пекех килти пӗчӗк чӗрчунсем те, вӗлле хуртсем те, пулӑсем те.
Вӑрманти тискер кайӑксене ҫеҫ чип лартмаҫҫӗ.

Закон проекчӗ тӑрӑх, Раҫҫейре мӑйракаллӑ шултӑра выльӑха 2021 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен чиплама пуҫламалла.

Эмилия Назарова сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев