Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВӐРНАР АНСАМБЛӖСЕМ САНКТ-ПЕТЕРБУРГРА ТУРНЕ ПУҪЛАНӐ

Кашни ҫул Ленинградра блокада пӗтернӗ кунсенче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Играй, гармонь блокадная» фестивалӗ иртет

Раҫҫей халӑх купӑсҫи Игорь Вадимович Шипков фестивалӗн президенчӗ тата йӗркелекенӗ шутланать. Ҫак фестивале яланхи пекех "Юрату" чӑваш фольклор ансамблӗ хутшӑнчӗ. Кӑҫал ХI Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Играй, гармонь блокадная» фестивальне Чăваш наци конгресӗн Питӗр хулинчи полномочиллӗ представителӗ Валериан Гаврилов Вӑрнарти творчествӑлла коллективсене чӗннӗ. Вӗсен хушшинче "САЛАМ" юрӑпа эстрада ансамблӗ (ертӳҫи Евдокимова Алина Валерьевна) тата "Санар" купӑсҫӑсен ансамблӗ (ертӳҫи Семенов Олег Михайлович).

Хӑйсен пӗрремӗш номерне чӑваш пултарулӑх коллективӗсем "Московский на Варшавской 98" культурӑпа кану центрӗн сцени ҫинче кӑтартрӗҫ. Концерт уҫнӑ чухнех Игорь Шипков куракансем хӑйсем валли ҫӗнӗ солистсем тата ансамбльсем тупасси пирки каларӗ. 

Куракансем "САЛАМ" юрӑпа эстрада ансамбльне ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, унтан чӑваш купӑсҫисене те тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Игорь Шипков чӑваш пултарулӑх коллективӗсене дипломсем пачӗ тата Вӑрнар район администрацийӗн Пуҫлӑхне Андрей Владимирович Тихонова фестивале ирттерме пулӑшнӑшӑн тав турӗ. Ермилова Галина Яковлева, "Московский" КДЦ директорӗн заместителӗ, РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ артистсене чаплӑ концерт ирттернӗшӗн тав турӗ.

Концерт хыҫҫӑн куракансем залра чӑваш ташши ташласа такмаксем калакан Вӑрнар артисчӗсем патне тав тума васкарӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Питӗр чӑвашӗсем те юрлама, ташлама пуҫларӗҫ. Ҫакӑн пек кӑмӑллӑ иртрӗ Вӑрнар коллективӗсен дебючӗ. Пурне те концерт килӗшрӗ: куракансене те артистсене те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев