Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗсемшӗн хавхалану çăлкуçӗ – Тăхăрьял тавралăхӗ, халăхӗ, тăван чӗлхе илемӗ...

«Кашлатăр Иванов вăрманӗ!..» Чăваш халăх поэчӗ Ухсай Яккăвӗ çапла каланă. Вăл Пушкăртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуçӗнче çуралса ӳснӗ, кунта сипетлӗ вăй илнӗ, чăваш поэзийӗнче юратнă пиччӗш –Константин Иванов – пекех вилӗмсӗр йӗр хăварнă. Çулсем иртнӗçемӗн çав сăмахсен асамлăхне ытларах та ытларах та ăнланса пыратăп пек. Вăрманӗ кунта – поэзи ӗнтӗ, сăвă-поэма вара сăмах ӳнерӗнче чи малта. Тем каласан та, поэзи чăваш литературинче ытти жанрсен ретӗнче чаплăрах та, сумлăрах та курăнать. Писательсенчен ытларахăшӗ, тен, пурте тенӗ пекех, çырас ăсталăха сăвă хайлассинчен пуçланă.

Мӗн ӗлӗкех сăвă-юрăпа пуян пулнă

Хамăн тăван тăрăха куçлатăп та Элшел шкулӗн кун-çулӗ тухса тăрать. Тăван пӗлӳ çуртне мухтава кăларнă вӗренекенӗсем аса килеççӗ. Паллах, каллех чи малта – сăмах ăстисем. Вӗсен ӗçӗ-хӗлӗ вӗт куç умӗнче, чӗлхе çинче, ячӗ-шывӗ асра. Поэтсенех илер. Чăнласах Элшел шкулне поэзи çăлкуçӗ теме май пур. Эппин, калаçар-ха поэтсем пирки: кашлать-и-ха кунта Иванов вăрманӗ?!.

Элшел мӗн ӗлӗкех сăвă-юрăпа пуян пулнă. Сăвăç-юрăçисем тăхăрьялсене хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарнă. Çавна курса тӗлӗннӗ те ӗнтӗ Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухса Элшел ялне вӗрентме килнӗ Тӗрлемес чăвашӗ Григорий Тимофеев. Юрлаканӗсем хăйсем камне те, мӗн юрланине те хут çине картса çырайман – хутла пӗлмен, пӗлменни çырулăх çуккинчен, шкул пулманнинчен килнӗ. Çапах та, вӗсем ăслайса калани, юрлани тӗрленсе юлайнах: Григорий Тимофеев «Тăхăрьял» кӗнеке çырса хăварнă. Чăваш тӗнчишӗн чăн-чăннипех те ăслăлăх пуянлăхӗ, сăмахлăх пуянлăхӗ.  

Ялти шкул вăл хăй пӗр тӗнче. Çурчӗ – истори палли. Акă, Элшелти малтанхи шкул çурчӗ 1887 çулта никӗсленнӗ, 1930-мӗш çулсенче ял варринче темиçе йывăç çуртран шкул комплексӗ çӗкленнӗ. 1962 çулта ял хӗрринче икӗ хутлă капмар çурт хăпартнă. Халӗ, 2018 çултанпа, ачасем çӗнӗ керменте вӗренеççӗ.  

Паллах, шкулта тӗп вырăнта – вӗренекенсем тата вӗрентекенсем. Çӳлерех пуçланă сăмаха малалла тăссан, Элшел шкулӗнчен вӗренсе тухнисенчен камсем-ха поэзие суйласа анлă литература çулӗ çине тухнă? 

Урташ – юрăсем çыракан поэт

Чи малтан Валентин Яковлева, 1950 çултан Валентин Урташ ятпа палăрнăскере, асăнмалла. Вăл 1931 – 1935 çулсенче тăван ялӗнчи Раккассинчи пуçламăш шкулта пӗлӳ пухсан Элшелӗнчи вăтам шкулта вӗренме тытăннă. Саманине кура тата çемьери лару-тăрăва пула тулли пӗлӳ илеймен, Юдинăри фабрикăпа завод шкулне вырнаçнă. Унтан вăрçă пуçланнă, вун çиччӗ те тултарайман çамрăк салтак шинельне тăхăннă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Валентин Яковлев хаçат ӗçӗпе тăрăшса пăхать, очерксем, калавсем хайлать. Сăввисем пичетленме пуçлаççӗ. Хăйне валли янăравлă хушамат тупать – Урташ. Унăн 10 кӗнеке пичетленнӗ. Хальхи вăхăтра Валентин Урташа литературăна юратакансем юрă валли сăвă çырнă ăста поэт тесе хисеплеççӗ.

Валентин Яковлев Элшел шкулӗнче вӗреннӗ чухнех литература енне туртăнма пуçланă. Кун пирки Давид Шашкин калавçă «Урташ ачалăхӗ» асаилӗвӗнче питӗ лайăх çырса кăтартнă: «Эпир Элшел шкулӗнче вӗренетпӗр. Валяпа Мăкка Володипе чи кайри парттăра ларатпăр. Шкулта тӗрлӗрен кружоксем ӗçлеççӗ. Эпир литература кружокне кăмăлларăмăр. Ăна Петр Степанович Дедушкин ертсе пырать. Валяна урăх нимле урок та, нимле предмет та кирлӗ мар. Пуçӗпех литература ӗçне пуçăнчӗ. Кашни урокрах сăвă çырать…»

Петровская прозаик та кунта вӗреннӗ

Нелли (Неонелла) Андреевна Кузьмина (Петровская) чăваш литературинче проза ăсти пек палăрса юлнă. Анчах та вăл сăвăсем те çырнă. 1955 çулта унăн «Ялав» журналта пӗрремӗш сăвви пичетленнӗ. Мускаври М.Горький ячӗллӗ литература институтӗнче вӗреннӗ чухне «Тавăру» ятлă поэма хайланă, унпа Петӗр Хусанкай, Александр Алка, Митта Ваçлейӗ паллашнă. Авторне мухтанă, хайлавне вырăсла Виктор Рзая куçарттарнă.

Неонелла Кузьмина Альших ялӗнче çуралнă.  Ялти çичӗ çул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухсан 1947 çулта Элшелне кайнă, кунта пӗлӳ пухнă чухне сăвăсем çырма пуçланă. Хăй питӗ хитре юрланă, опера юрăçи пулма ӗмӗтленнӗ. 1957 çулта унăн сăввисем «Çеçпӗл çеçкисем» кӗнекере пичетленнӗ.  Пурнăç кустăрми тӗрлӗ çаврăннă, каярахпа Нелли Петровская прозăпа кăна çырнă, вулакансем унăн «Чыс», «Шурă лили», «Çил-тăманлă каç» тата ытти хайлавӗсене лайăх пӗлеççӗ.  

Назул – верлибр жанрӗн ăсти 

Анатолий Ерусланов, литературăри ячӗпе Антал Назул, Ескуль ялӗн çынни. Элшел шкулӗнче çичӗ çул вӗреннӗ хыççăн пӗр вăхăт колхозра ӗçленӗ, унтан çарта хӗсметре тăнă. Вăтам пӗлӳ экстерн йӗркипе илнӗ.  Çамрăклах район хаçачӗпе туслашнă, заметкăсем, сăвăсем çырнă. Журналистикăпа литература енне туртăм пуррине кура-тăр, ăна Ленинградри парти шкулне аслă пӗлӳ илме янă. Унтан таврăнсан пурнăçне Шупашкарпа çыхăнтарнă: «Коммунизм ялавӗ», «Знамя строителя» хаçатсен редакцийӗсенче тăрăшнă, 1967 – 1982 çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче редактор тивӗçӗсене пурнăçланă. Антал Назул – чăваш литературинче верлибр жанрне тухăçлă аталантарнă çыравçă, çак жанрпа «Тута çинчи юр пӗрчи», «Эсӗ пур чух…» кӗнекесем кăларнă. Куçару енӗпе те ăнăçлă ӗçленӗ вăл, А.Купринăн «Олеся», «Суламифь», «Поединок» хайлавӗсене илемлӗ чăвашлатнă. Çыравçăн 5 кӗнеке тухнă.

Симунов – учитель-çыравçă

Николай Симунов çырнисене шкул ачисем те, аслăрах çултисем те юратса вулаççӗ. Уйрăмах «Ан йӗр эсӗ, Лена» повеçе килӗштереççӗ. Вăл пултарулăх çулне сăвăсем çырнинчен пуçланă, проза çине куçсан та чун туртăмне сӗвӗрӗлтермен – хаçат-журналсенче сăвви-поэмисем час-часах кун куратчӗç. 1991 çулта унăн ачасем валли çырнă «Çил мӗн тӗслӗ?» сăвăсен пуххи пичетленнӗ.    

Пулас писатель Хирти Кушкă ялӗнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Элшелӗнчи вăтам шкулта вӗреннӗ. Унтан Ульяновскри пединститутра, Хусанти ветеринари институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ӗç çулӗсем вӗрентӳпе çыхăннă: тăван ялӗнчи шкулта учитель, директор пулнă. Çӗнӗ Шупашкарта професси паракан училищӗре директор çумӗнче тăрăшнă. РСФСР Литфончӗн чăваш уйрăмӗн ертӳçинче ӗçленӗ.   

Ашкеров ачасене тăван чӗлхене юратма вӗрентетчӗ

Валериан Ашкеров Элшел ялӗнче çут тӗнчене килнӗ. Шкулта вӗсене пӗр çул Урташăн мăшăрӗ Мария Васильевна вӗрентнӗ иккен. Çамрăк вӗрентӳçӗ ачасене чăваш чӗлхипе литературине юратма хăнăхтарнă, пултарулăх енне туртăнтарнă. Хăй Шупашкар енчи Шăмăш ятлă ялта çитӗннӗскер, урокӗсене çӗнӗ мелсемпе меслетсем çине таянса ирттернӗ, çакă вӗренекенсене килӗшнӗ. Валериан ачаллах сăвă çырма пуçлать. Ăна кура шăллӗ те, Алексей Антипович, сăвă йӗркисем калăплама пуçлать. Унăн ытларах юптарусем ăнăçлă пулаççӗ-мӗн. Хальхи вăхăтра вăл, Ульяновск хулинче пурăннă май, «Канаш» хаçатра час-часах пичетленет.

Валериан Ашкеров 1961 çултах «Ялав» журналта пирвайхи сăввисене кун кăтартнă. Вăл хăйне тӗрлӗ ӗçре тӗрӗслесе пăхнă: культура ӗçченӗ те, райхаçат корреспонденчӗ те пулнă. Чăваш патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухсан Раккассинчи тата Элшелӗнчи шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Поэтăн «Асамлă çутçанталăк», «Самана такмакӗсем», «Вăрман чунӗ», «Цапля над озером» кӗнекисем тухнă. Вăл ытларах «Ялав», «Тăван Атăл», «Шурăмпуç» журналсенче, Пăва районӗн «Ялав» хаçатӗнче, «Суварта» пичетленнӗ. Валериан Ашкеров ытларах çынпа çын хутшăнăвне, çутçанталăк илемне сăнарлама юрататчӗ. Тепӗр ырă енӗ те пурччӗ Валериан Антиповичăн: вăл ачасене тăван чӗлхен илемне туйтарма тăрăшатчӗ.

Дворов 2000-мӗш çулсенче нумай пичетленчӗ

Николай Дворова вулакансем лайăх пӗлеççӗ. Вăл 2000-мӗш çулсенче уйрăмах нумай пичетленетчӗ. Ашшӗ Михаил Владимирович Шемек ялӗн çынни пулнă, 1936 – 1942 çулсенче Элшелти шкулта физикăпа математика вӗрентнӗ. Вăрçăра Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунă. Ывăлӗ Николай Дворов Элшелӗнче çуралнă, кунти шкулта вӗреннӗ. Хăйне тӗрлӗ ӗçре тӗрӗслесе пăхнă, пӗр вăхăт «Родина» хуçалăх председателӗ те пулнă.  Шемекри шкулта учительте тăрăшнă чухне хаçат-журналсенче чылай сăвă-поэма пичетленӗ. Поэт ытларах çынсен хутшăнăвне тӗпченӗ, паянхи пурнăçăн килпетсӗр сăнӗсене тишкернӗ. Çавăнпа унăн поэзине публицистика туртăмӗллӗ теме юрать.

Зимин – вӗрентекен, поэт, таврапӗлӳçӗ

Николай Зиминшăн Элшел уйрăмах çывăх. Вăл кунта вӗреннӗ, пӗр вăхăт кунтах ӗçленӗ. Аслă пӗлӳ илсен Пăва районӗнчи тӗрлӗ шкулта вăй хунă-ха вăл, 1976 çул тăван яла таврăнса шкул директорӗн тивӗçне пурнăçлама тытăннă.  Çапла вăтăр çул ытла туртнă вăл çак йывăр лава. Паллах, ку вăхăтра сăвă-калав çырасси тăкăскăрах ӗнтӗ, çапах та, чун туртăмне сӗвӗрӗлтермен, илемлӗ хайлавсем туптасах тăнă, пичетлессине çеç каярах хăварнă. 2000 çултан пуçласа Николай Зимин çырнисем хаçат-журналсенче тăтăшах çапăнаççӗ. «Ялав» журналта пӗрмаях кун кураççӗ унăн хайлавӗсем, Пăва районӗн хаçатӗнче, «Суварта» пичетленеççӗ.  Сăвăç ытларах пейзаж тата гражданла лирика енне туртăнать. Вăл çивӗч шухăшлă очерксем те чылай хайланă. Вулакансем Совет Союзӗн Геройӗ ят пама тăратнă пулнă Элшел çынни Виктор Макаров кун-çулӗ пирки çырнă хайлава ăшшăн йышăннăччӗ. Тăван ялăн «Астăвăм» кӗнекине хатӗрлеме те хастар хутшăнчӗ вăл. Ун пирки çирӗппӗнех çапла калама пулать: вӗрентекен, поэт, таврапӗлӳçӗ.

Ложников вырăсла çырать

Михаил Ложников ятне чăваш вулаканӗсем ытлах пӗлмеççӗ те пулӗ, мӗншӗн тесен вăл вырăсла çырать.  Çавăнпа хамăр патăрти хаçат-журналсенче пичетленмест, ытларах Мускаври тухаканнисенче кун кăтартать сăвви-поэмисене. Литературăри псевдонимне вара чăвашла – Юманкка Мишши – йышăннă. Тăван яла таврăнмассерен ентешӗсем валли хăйӗн çӗнӗ кӗнекисене илсе килет, вӗсене ял çыннисене валеçсе парать. Аякра пуласан та Элшелсене манмасть вăл. «Пире чиркӳ тума пулăшрӗ», – теççӗ тăхăрьялсем унпа мăнаçланса. 

Вăл Элшел ялӗнче çуралнă, кунти шкултах вӗреннӗ. Хусанти пединститутра, Мускаври университетра пӗлӗвне аслăлатнă. Чылай çул «Комсомольская правда» хаçат редакцийӗнче ӗçленӗ. Сăвăсем тата очерксен пуххисем сакăр кӗнеке кăларнă.

Тимофеев-Сăрнай – çичӗ кӗнеке авторӗ

Анатолий Тимофеев – профессиллӗ журналист. Хаçат редакцийӗсенче нумай çул тăрăшнă, Елчӗк район хаçачӗн редакторӗ те пулнă, КПСС  райкомӗнче те ӗçленӗ. Ачалăхӗ çăмăл пулман. Ашшӗ вăрçăра йывăр аманса килсен нумаях та пурăнайман. Толян мӗн ачаран ӗç çумне çыпçăнма тивнӗ. Пуçламăш класра вӗреннӗ чухнех сăвă калас енӗпе маттур пулнă, хăй те çырма хăтланнă. Пирвайхи сăввисемех чипер пулса тухнă. Çавна кура ăна юлташӗсем: «Эсӗ чăн-чăн сăвăç, Раккасси  Ивановӗ пулатăн», – тесе мухтанă. Ялти библиотека ӗçченӗ Алексей Константинов та ачана хавхалантарнă. 

«Пуçламăш пӗлӳ илнӗ хыççăн Элшелӗнчи вăтам шкула (унта çичӗ класс таран вӗреннӗ) кайсан тепӗр хистевçӗ тата пулăшуçă тупăнчӗ. Вăл Чăваш писателӗсен союзӗн правленийӗн председателӗн Н.С.Дедушкинăн шăллӗ П.С.Дедушкин пулчӗ. Манăн сочиненисене ялан «пиллӗк» лартса панисӗр пуçне, вӗсене класс умӗнче вуласа паратчӗ. «Акă еплерех çырмалла сочинение. Вăл хăвăн чӗрӳнтен тухакан чăн-чăн калав, литература произведенийӗ пултăр», – тетчӗ Петр Степанович», – аса илет А.А.Тимофеев. Вăл хăйне вăтам пӗлӳ илнӗ хыççăн Хусанти университетра журналистика факультетӗнче вӗренме хавхалантарнă тата хистенӗ юлташӗсемпе тăванӗсене, вӗрентӳçӗсене ырă сăмахсем калать. «Эпӗ аслă пӗлӳ илсе тӗрлӗ яваплă ӗçсенче тăрăшни пурнăçран вăхăтсăр кайнă аттен шанчăкне тӳрре кăларни пулчӗ. Вăл мана питӗ вӗрентесшӗнччӗ», – тет Анатолий Артемьевич.

Анатолий Тимофеев литературăри хушма ячӗпе – Сăрнай – илемлӗ хайлавсем нумай пичетлет. Вӗсем «Ялав» журналта, «Шурăмпуç» кăларăмра, «Ялав», «Канаш», «Сувар» хаçатсенче çапăнаççӗ. Таврапӗлӳ тӗпчевӗнче те тăрăшать. «Савнă хаклă ялăм, Раккасси» кӗнеке кăларса ентешӗсене чăннипех те савăнтарчӗ. Калама кăмăллă: Анатолий Сăрнайăн çичӗ кӗнеке тухнă.

Смирнов Тăхăрьял чӗлхипе çыратчӗ

Михаил Смирнов – Элшел çынни, Пӳркел ялӗнче пурăннă, шкулта ачасене вӗрентнӗ. Сăввисем Пăва район хаçатӗнче тăтăшах кун куратчӗç, «Суварта» та, «Шурăмпуç» журналта та пичетленетчӗ. Çăмăл, ăнланмалла чӗлхепе хайлатчӗ. «Эпӗ Тăхăрьял чӗлхипе çыратăп», – тетчӗ.  Çутçанталăка упрасси, ватăсене хисеплесси, истори пулăмӗсене пӗлесси – ытларах çак ыйтусене ытларах хускатса сăнарлатчӗ. Унăн «Вăхăтпа тӗнче» ятлă кӗнеки тухнă.

Ырьят çырнисене вулакан ăшшăн йышăнчӗ

Анатолий Дмитриев Раккасси ялӗнче çуралнă. Хăйсен ялӗнчи шкулта, Элшелӗнче вӗреннӗ.  Чăваш патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Астăватăп-ха: иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсенче Пăва район хаçатӗнче А.Дмитриев ятпа час-часах сăвăсем тухатчӗç. Хайлавсен вӗçӗнче Хирти Кушкă тени пурччӗ. Вăл Раккасси чăвашӗ Анатолий Дмитриев пулнă иккен. Каярахпа тăван ялӗнчи шкулта вӗрентрӗ, унтан Ульяновска куçса кайрӗ. «Канаш» хаçат уçăлсан редакцие вырнаçрӗ, редактор çумӗнче ӗçлерӗ. Ун чухне те унăн сăввисем пӗрмаях пичетленетчӗç. Ытларах пейзаж, юрату лирики хумхантаратчӗ автора. Ăна Чăваш писателӗсен союзне йышăнчӗç. Алли çăмăл пулнăран проза анине те сухалама тытăнчӗ – калавӗсене, повеçӗсене вулакансем ăшшăн йышăнчӗç. Анатолий Ырьятăн пилӗк кӗнеке тухнă.

Пирӗн Кӗмӗл

Галина Кӗмӗл тесен элшелсем тӳрех «Пирӗн!» – теççӗ. Галина Михайловнан хӗр чухнехи хушамачӗ Порфирьева пулнăран ашшӗне Михаил Григорьевича ăшшăн аса илеççӗ. Вăл Элшел шкулӗнче учительте, директорта, директор çумӗнче ӗçленӗ. Пире вырăс чӗлхипе литературине вӗрентрӗ. Сăмахсене уççăн, янăравлăн калатчӗ. Урăхла каласан, дикци вăйлăччӗ. Ахăртнех, ашшӗн пултарулăхӗ хӗрӗ çине те ӳкнӗ пулас. Теччӗри педучилӗщере вӗреннӗ чухне вырăсла сăвăсем çырма тытăннă. Вӗсем Хусанта тухакан «Вечерняя Казань» хаçатра пичетленнӗ. Тутарстанăн тӗп хулинче пӗр шкулта ачасене вӗрентнӗ хушăра та çырнă, сăввисем «Комсомольская правда» хаçатра кун курнă. Чăваш патшалăх университетӗнче пӗлӳ илнӗ хыççăн Çӗнӗ Шупашкара пурăнма куçнă, шкулта, Шалти ӗçсен тытăмӗнче вăй хунă. Чăваш хӗрарăм-сăвăçсемпе паллашнă, вӗсен витӗмӗпе Галина Серебрякова тăван чӗлхепе сăвăсем хайлама тытăннă. Тата мӗнле сăвăсем-ха! Çепӗç, ăшă туйăмлă, сăмах илемне витӗр ăнланса çырать. Ахальтен-им, унăн чылай сăввине юрра хывнă.  Хаçат-журналсенче пичетленнӗ Тăхăрьяла, Элшеле халалланă хайлавӗсене хамăр вулакансем уйрăмах ăшшăн йышăнчӗç. Галина Кӗмӗл литература пулăмӗсене те хастар хутшăнать. Тăван Элшелте, Раккассинче иртекен сăвă-юрă уявӗсенче пултарулăхӗпе паллаштарать. Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче тӗлпулусенче те вăл кӗтнӗ çын – сăввисене илемлӗ, йăл кулса калать.

Галина Кӗмӗл хаçат-журналсенче, çав шутра Пăва районӗн «Ялавӗнче» те, «Суварта» та, «Шурăмпуç» кăларăмра та пичетленет, уйрăм пухчăсенче те сăввисем çапăнаççӗ, хăй ячӗпе те темиçе кӗнеке кăларчӗ.

Литературăра Эсекел ятпа паллă

Геннадий Никифоров – вӗренӗвӗпе те, ӗçӗ-хӗлӗпе те сăвă хайлассинчен аякра тăрать пек. Вăл юрăç, чылай çул Чăваш патшалăх радиокомпани хорӗнче юрланă. Чунра пурри вара тапса тухнах –  сăвăсем, калавсем хайлама тытăннă.

Вăл Хирти Кушкă ялӗнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вӗренсе тухсан Элшеле çул тытнă. Вăтам пӗлӳ илнӗ. Ачаранпах юрлас енӗпе маттур пулин те ку енӗпе вӗренме каяйман, килти лару-тăру çапла пулнă, йывăрлăхпа синкерлӗх юнашар пынă. Ирӗксӗрех Пăвари ветеринари техникумне вӗренме кайнă. Çул çитсен çар хӗсметӗнче тăрать. Унта та концертсемпе смотрсене хутшăнать, илемлӗ сассипе юрласа куракансене савăнтарать. Çартан таврăнсан Шупашкара çул тытать, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне вырнаçать. Ӗçленӗ вăхăтрах Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗренет. Каярахпа Чăваш патшалăх музыка театрӗн хорне ӗçлеме куçать. 1980 çултанпа Чăвашрадиопа телевидени хорӗн солисчӗ пулса вăй хурать. 

Геннадий Никифоровăн литературăри ячӗ – Эсекел. Çак ятпа вăл «Тантăш» хаçатра, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче сăввисене пичетлерӗ. Хайлавӗсем кӗвве юрăхлă пулнăран чылайăшне композиторсем юрра хыврӗç.  Уйрăмах Юрий Кудаковпа туслă вӗсем.  2012 çулта пӗрле çырнă юрăсен «Пин-пин чечек хушшинче» кӗнекине те кăларчӗç. 

Геннадий Эсекел тăван тăрăха манмасть.  Писательсемпе, артистсемпе, юрăçсемпе килсе сăвă-юрă уявӗсене хутшăнать, пултарулăхӗпе ентешӗсене савăнтарать.

Кашлатăрччӗ Иванов вăрманӗ!..

Эпӗ çак тӗрленчӗкре Элшел шкулӗнче вӗреннӗ поэтсем пирки çыртăм. Вӗсем чăннипех те пултарулăхра тарăн йӗр хăварнă, тӗрлӗ хаçат-журналсенче пичетленнӗ, халӗ те пичетленеççӗ. Пурте кӗнекесем кăларнă – вулаканшăн паллă ятсем. Чылайăшӗ писательсен пӗрлӗхӗн йышне кӗнӗ, тӗрлӗ премисемпе лауреат ятне тивӗçнӗ, хисеплӗ ятсем илнӗ. Вӗсем – Элшел шкулӗн чысӗпе мухтавӗ. Вӗсемшӗн хавхалану çăлкуçӗ – Тăхăрьял тавралăхӗ, халăхӗ, тăван чӗлхе илемӗ... 

Паллах, сăвă çырнисем тата та пур. Шел, кайран вӗсем çак туртăмран, ахăртнех, сивӗннӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсенче Пăва районӗн «Ялав» ятлă хаçатӗнче уйăхне пӗрре литература страници тухатчӗ. Чăваш хаçачӗ енӗпе ӗçлекен Александр Лепешкин пултаруллă çамрăксене çул уçма тăрăшатчӗ çав. Ăна нумайăшӗ ырă сăмахпа халӗ те асăнать, çав шутра çак йӗркесен авторӗ те. Астăватăп-ха: Элшелӗнчен Валерий Мусинăн (Ульяновскра пурăнать), Анатолий Купцовăн (Шупашкар), Чăваш Киштекӗнчен Николай Бахтиновăн (Шупашкар) хайлавӗсем пӗрмаях пичетленетчӗç. Вăхăт иртнӗçемӗн çулӗсем урăх йӗрпе кайрӗç, çапах та, ман шутпа, вӗсенче поэзи хӗлхемӗ сӳнмен пулӗ-ха тетӗп. 

Хаçат-журналсенче, кӗнекесенче кун çути куракан сăвă-поэмăсене, калав-повеçсене вуласах тăратăп. Элшел çыравçисене шыратăп. Шел, çӳлерех асăннă авторсемсӗр пуçне, ытти ятсем, уйрăмах çамрăксем, курăнмаççӗ. 

Кашлатăрччӗ Иванов вăрманӗ!..

Василий ЦЫФАРКИН. 

Пăва районӗ, 

Элшел.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Тăхăрьял çыравçисем Н.Зимин, Н.Дворов, А.Малышев, В.Ашкеров Шупашкартан В.Урташ юбилейне килнӗ прозаикпа С.Павловпа. 2009 çул. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: буинские чуваши писатели