Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗсен йывăрлăхӗсем те пирӗнни пекех

Мари халăхӗ хăйӗн вунпӗрмӗш аслă пухăвне пуçтарăнать

Октябрӗн 1-3-мӗшӗсенче Йошкар-Олара мари халăхӗн ХI съезчӗ иртет. Ун ӗçне Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче 400 ытла делегат хутшăнать. Республикăри ял поселенийӗсем хăйсен делгачӗсене съезда шанчăкпа ăсатаççӗ. Мӗншӗн тесен чăвашсенни пекех марисем умӗнче те чӗлхене çухатас пысăк хăрушлăх тăрать. Чӗлхе – халăх никӗсӗ. Чӗлхе пур-тăк, халăх та пур. Чӗлхе халăхри генетикăлла код пекех, этемре вăл пăсăлсан, пӗтӗм организм чирлет, халăхăн та çаплах. Шалтан çиекен чир пек кăшлать вăл е ку халăха çыннисен тăван чӗлхине пӗлменлӗхӗ.

Çавăнпа та аслă пухура марисем хăйсен халăхӗн чӗлхипе культурине, йăлисене упрас ыйтусене татса памалли йышăнусене тăвӗç.  
Съездра «Йăлари тӗн», «Халăх пуласлăхтатса паӗ», «Обществолла ӗç», «Ялпа хула», «Çемье, вӗрентӳ, тăван чӗлхе» секцисем ӗçлӗç.

Пӗтӗм йывăрлăха пӗр пухура татса параймастăн, çапах та хăш-пӗр çивӗч ыйтăва влаçрисем умне тăратни вырăнлă пулӗ. Ялсенче ӗç вырăнӗсем тăвасси  пуринчен те ытларах çак ялсенче пурăнакан çынсене пăшăрхантармалла.

«Хуларан кам-тăр ялсене килсе ӗç вырăнӗсем тăвасса кӗтсе ларнин усси çук. Алă усса кама-тăр критиклесе ларнинчен те пайта кăлараймастăн. Лару-тăрăва алла илсе хамăрăн ӗç уçмалла. Ачасене эпир ăнăçлă ӗçлеме пултарнине кăтартмалла. Ун чухне хамăрăн хуçасене, бизнесменсене, усламçăсене çитӗнтереетпӗр», – тет «Морко мланде» хаçатăн тӗп редакторӗ Анатолий Титов. Вăл та çак съезда делегат пулса хутшăнма хатӗрленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев