Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вучахри улӑм вырӑнне сенкер ҫулӑм

Тутарстанри газификаци шайӗ 2023 ҫулта 99,8% ҫитмелле. Ҫакӑ Раҫҫейри чи пысӑк кӑтартусенчен пӗри пулать тесе шутлать «Газпром трансгаз Казань» тулли мар яваплӑхлӑ обществон генеральнӑй директорӗ Рустем Усманов

"Виҫӗ ҫул хушшинче эпир газ уйӑракан сетьсем патне 18 пин кил-ҫурта ҫыхӑнтарма палӑртатпӑр. Ку вӑл эпир муниципаллӑ йӗркеленӳсен ертӳҫисемпе пӗрле пухнӑ заявкӑсем. 1,2 пин километр газ пӑрӑхӗсене тӑсмалла тата ӗҫе кӗртмелле", – тесе пӗлтернӗ вӑл.

Тутарстанра догазификаци валли виҫӗ ҫул хушшинче 4 млрд тенкӗ яхӑн уйӑрмалла, ҫак укҫасенчен 1,7 млрд тенки республика укҫисем.
2019 ҫултанпа Тутарстанра регионри газификаци программи ӗҫлет, вӑл 2023 ҫулччен тӑсӑлмалла. Хальхи вӑхӑтра республика 99,6 процента газификациленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев