Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ВУЛА, ШУХĂШЛА, ТУ!

Хурăнвар Шăхаль (Çӗпрел районӗ) ачисем ял библиотекине кунсерен чупаççӗ. Вӗсене кунта кӗнеке кăна мар, «Ăста алăсем» кружок та илӗртет иккен. Пӗчӗкскерсем пурте пӗрле тӗрлӗ япала тума юратаççӗ.

Хурăнвар Шăхаль (Çӗпрел районӗ) ял библиотекинче нумай çул «Ăста алăсем» кружок ӗçлет. Унăн девизӗ – «Вула, шухăшла, ту!». Ачасене тӗрлӗ япала ăсталасси урлă кӗнеке вулама хăнăхтарма тăрăшатпăр. Çапла майпа ачан тимлӗхӗ ӳсет, шухăшлама, инструкципе усă курма вӗренет тата ытти те.  Пӗчӗк вулакансем хаваспах хутран, пластилинран тӗрлӗ япала ăсталаççӗ, ӳкереççӗ, реквизитсем, сувенирсем тума пулăшаççӗ. Эпир вӗсемпе ялан çыхăнура, вуланă кӗнекесене, иртнӗ урока сӳтсе яватпăр, çанталăк çинчен калаçатпăр.

Пирӗн ачасем маттур, спортра малти вырăнсене йышăнаççӗ, тӗрлӗ мероприятие хастар хутшăнаççӗ. Уроксем хыççăн библиотекăна васкаççӗ. Нумай пулмасть кивӗ сăран атăсенчен чечек çулçисене касса кăлартăмăр та симӗс тӗспе сăрласа илемлетнӗ хытă хут çине çыпăçтартăмăр. Сăран атă ăшӗнчен вара хăйсемех кушакпа йытă çӗлеме сӗнчӗç. Туссен ячӗсем те пур халь – Муркăпа Барон. Çак ӗçе ачасем хаваспах кӳлӗнчӗç, пӗрин мӗн-тӗр пулаймасан, тепри самантрах пулăшма васкарӗ. Çапла пӗр-пӗрне пулăшма та хăнăхаççӗ кунта. Асăннă пысăк ӗç пирӗн пӗр уйăха яхăнах тăсăлчӗ, ачасем кашни кун библиотекăна çӳрерӗç. Калас пулать, ахаль мар, пурнăçланă ӗç чи малтан хăйсене хавхалантарчӗ. Халӗ пирӗн плансем тата пысăк, пӗрле хуть мӗнле ӗçе те пурнăçлама пултараятпăр вӗт.  Алевтина ТАРАСОВА библиотекарь (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана