Сувар

Вунӑ ҫулта пӗрре иртекен ҫырава хутшӑнма вӑхӑт тупмаллах

Патшалӑх услугисен порталӗнчи харпӑр кабинетлӑ ҫынсем Тутарстанра питӗ нумай. Халӑх ҫыравне интернет урлӑ хутшӑннисемпе те эпир Атӑлҫи округӗнче малта пыратпӑр. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Тутарстанстат ертӳҫи Наталья Гатауллина каласа панӑ.

"Тутарстан Раҫҫейри малта пыракан IT-центрсен шутӗнче, вӑл цифровизаци тӗлӗшӗнчен ҫӗршыври вӑйлӑ аталаннӑ регион шутланать. Патшалӑх услугисен порталӗнче хӑйсем тӗллӗн переписе хутшӑннӑ ҫынсен шучӗпе Тутарстан малта пыракан ҫичӗ регион хушшинче, федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш пырать",– тесе пӗлтернӗ вӑл.
Наталья Гатауллина халӗ те халӑх ҫыравӗнче хӑйсем ҫинчен пӗлтермен ҫынсене вунӑ ҫулта пӗрре иртекен акцине хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: