Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӑйлӑ шӑрӑхсем июнӗн 27-мӗшӗччен тӑрӗҫ

Кун пек кайсан, часах Италири пек сиестӑсене кайма пуҫлатпӑр. Шӑрӑх кунсенче унта кӑнтӑрла лавккасене те хупаҫҫӗ

Тутарстан Гидрометцентрӗ +36 градус шӑрӑх пулни пирки шторм асӑрхаттарӑвӗ ҫинчен пӗлтерет.
Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, республика территорийӗнчи талӑкри вӑтам температурӑсем климат норминчен 9 е ытларах та градус таран иртеҫҫӗ. Метеорологсем прогноз тунӑ тӑрӑх, аномалиллӗ шӑрӑх ҫанталӑк регионра июнӗн 27-мӗшӗччен тытӑнса тӑрать.
Июнӗн 23-27-мӗшӗсенче Тутарстанра сывлӑш температури 31-36 градус таран хӗрет.
Ҫакӑн пек шӑрӑхра паян кӳршӗ регионта Республика Кунне уявлаҫҫӗ. Мӗн тӑвӑн, вӑхӑт ҫитнӗ пулсан. Шутласа пӑхсан, ӑна каҫалла та куҫарма пулать вӗт.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев