Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вырăс Саркамăшӗ те асăну вырăнӗллӗ пулса тăчӗ

Пăва районӗнче пӗтнӗ ялсен вырăнӗнче асăну стеллилартас йăла вăй илсе пырать. Астăвăм проектне Ирек Зарипов ертсе пыракан Пăвасен ентешлӗхӗ пуçарнипе пурнăçа кӗртеççӗ. Çапла çу уйăхӗнче Чапăрлă ялӗн вырăнӗнче шурă стелла çӗкленсе ларчӗ, нумай пулмасть Кивӗ Пăрăнтăк çывăхӗнчи Вырăс Саркамăшӗ тӗлӗнче асăну вырăнӗ турӗç.

Вырăнти таврапӗлӳçӗсен сăмахӗсемпе, Хăят улпучӗ Головин 1725-1730 çулсенче çак вырăна крепостной хресченсене куçарса лартать. Чăваш Саркамăшӗ пуртан, яла Вырăс Саркамăшӗ теме тытăнаççӗ. Саркамăш вăл Чапăрлă турханӗн Тимпайăн ывăлӗн ячӗ пулнă тет. Вăл çак вырăнта паттăррăн çапăçса вилнипе-тӗр, çырма ятне те Саркамăш тесе панă-мӗн. Сӗве кукринче пурăнакан кунти халăх ырлăхпа тата тараватлăхпа уйрăлса тăнă. Аслисем каласа панинчен çын патне кӗрсен, алăк уçнă чух «Мир вашему дому!» тесе каланă тет имӗш. 1954 çулта кунта лавкка ӗçленӗ. Анчах вăхăт Сӗве кукринчи илемлӗ ял вырăнӗнчен пӗр юпа та хăварман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев