Сувар

ВЫРМАНА ӖЛӖК АЛ-ХАПĂЛ ПУÇЛАМАН

Чăваш Енри Тăвай районӗн культура ӗçченӗсем Вăрманхӗрри ялӗн уй-хирӗнче çурла хывнă.

Чăваш Енри Тăвай районӗ вырăнти йăла-йӗркесене информаци технологийӗсемпе усă курса сыхласа хăварма тăрăшать. Районти пӗрлештернӗ клубсен системин ертӳçи Арина Алексеева (кунта вăл 10 çул ытла тăрăшать) каланă тăрăх, çулталăк çаврăнăшӗпе е çын ӗмӗрӗпе çыхăннă пӗлтерӗшлӗрех йăла-йӗркесене ӗненмеллерех пултăр тесе сцена çинче мар, ялсен уй-хирӗнче е паллă вырăнӗсенче ирттереççӗ. Ятарласа видео ӳкерсе районти пӗрлештернӗ клубсен системин сайтӗнче, социаллă сетьсенчи страницисенче вырнаçтараççӗ. Çапла майпа вырăнти чылай йăла-йӗркепе район халăхне кăна мар, тӗнчери мӗнпур чăваша паллаштарчӗç те ӗнтӗ. Куçса çӳрекен асамлă Эль кӳлли (кун çинчен тӗплӗнрех çитес номерсенче пулӗ) çинчен те аса илтерчӗç. Ку ӗçе районти кашни Культура çурчӗн ӗçченӗсем хутшăнаççӗ.
Нумай пулмасть мӗнпур йăлана пăхăнса вырма йăлине ирттернӗ. «Сцена» вырăнне хальхинче Вăрманхӗрри ялӗн уй-хирне суйланă.
Çӗр-аннене чунтан хисеплекен, ăна юратакан чăвашсем ӗлӗк вырмана нихăçан та ал-хапăл пуçламан. Малтан йăлине ирттернӗ. Вырмана çурла хывнинчен пуçланă иккен кунта. Кун валли çемьери чи правур хӗрарăма суйланă. Вăл пӗлтӗрех ыраш хăмăлӗпе çыхса хунă çурлана салтнă та çӗнӗ тухăçран пӗр ывăç çулса илнӗ. Унтан кивӗ хăмăлпа çӗннине пӗрлештерсе ыраш хирӗ еннелле салатса çӗр Туррине кӗлтунă.
Йăлана ирттернӗ чух вырма вăхăтӗнчи çи-пуçне те тимлӗх уйăрнă йӗркелӳçӗсем. Ӗлӗкхи пекех çӳхе шурă пиртен çӗленӗ кӗпесем тăхăнса килнӗ. Чăваш тырă вырма хура, вараланнă кӗпепе тухманнине кăтартнă çапла.  
Самани улшăнса пынă май çӗр ӗçӗпе çыхăннă нумай йăла çухалчӗ. Пӗлекеннисем ялсенче те çук. Акă мӗншӗн тăвайсен йăлана сыхласа хăвармалли мелӗ çав тери лайăх. Интернетра унпа темиçе ăру, çав шутра çамрăксем те, паллашаççӗ. Кашни мероприятийӗ театрализациленӗ постановка пулнăран пăхма та интереслӗ. (Аӗ Алексеева сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: