Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫ вырӑнӗсенче ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттерме юрамасть

Унсӑр пуҫне Тӗп санитари врачӗ 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене кӑҫаллӑха корпоратива вуҫҫех те кайма сӗнмест. 

Роспотребнадзор Ҫӗнӗ ҫулхи корпоративсене ӗҫ вырӑнсенче ирттерме чарнӑ.

Тутарстанра Ҫӗнӗ ҫул кӗрекисене ӗҫре ирттерме чарни ҫинчен ТР Министрсен Кабинетӗнчи брифингра Роспотребгадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ертӳҫи Марина Патяшина пӗлтернӗ. 

"Корпоративсене апатлантару предприятийӗсенче кӑна тума юрать. Ытти ӗҫ вырӑнӗсенче унашкал ӗҫкӗ-ҫикӗсем ирттерме юрамасть. Кафери е ресторанри банкета пӗр компани валли кӑна йӗркелени пӗлтерӗшлӗ. Урӑх посетительсем банкет залӗнче пулмалла мар", – тенӗ Патяшина.

Мероприятисене мӗн пур антиковидлӑ мерӑсене пӑхӑнса пырсан кӑна ирттерме юрать – зала 70 процентран ытларах тултармалла мар, пӗр ҫын пуҫне залри лаптӑкӑн 4 тӑваткал метрӗ тивӗҫмелле, персонал маскӑсемпе тата перчеткесемпе пулмалла.

Унсӑр пуҫне Тӗп санитари врачӗ 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене кӑҫаллӑха корпоратива кайма сӗнмест. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев