Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вырӑсла-тӑк – вырӑсла, тутарла-тӑк – тутарла!

Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ Тутарстанра ҫапла иртмелле-тӗр те. Чӑвашла юрлакансене Уявра кӗтетпӗр. Сӑмах май, вӑл кӑҫал Аксура июлӗн 10-мӗшӗнче иртмелле

  Вырӑс халӑх уявӗнче "Каравонра" кӑҫал 20 регионран 160 коллектив хутшӑннӑ. Ытларахӑшӗ, паллах, Тутарстанран. Анчах тампирӗн республикӑра ун чухлӗ вырӑс фольклор ушкӑнӗ ҫук, пулсан, пӗр 50-60 анчах. Ҫакна ытти ҫулсенчи "Каравонсене" пӑхса калатпӑр. Хӑнанӑ килнисем пӗр 40-50 ушкӑн пулччӗр. Ыттисене ӑҫтан илнӗ?

"Каравона" тивӗҫлӗ шайра хатӗрленӗ, тивӗҫлӗ шайра ирттереҫҫӗ.

Курса ҫӳретӗн савӑнса. Акӑ Аксу районӗнчи Саврӑшпуҫӗнче пурӑнакан Эдуард Ильин вырӑсла такмаксем ҫаптарать, ав Нурлатри Олеся Эливанова вырӑс сарафанне тӑхӑнса янӑ. Лайӑш районӗнчи Габишевори чӑвашсем сцена ҫинчен вырӑс халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ кпна. Пӑхма кӑмӑллӑ. Пултараҫҫӗ пирӗннисем. Вырӑсла-тӑк, вырӑсла, чӑвашла-тӑк чӑвашла! Сабантуйсенче те вӗсене тутарла тумланса ташланине курма пулать. Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ Тутарстанра ҫапла иртмелле-тӗр те. Чӑвашла юрлакансене Уявра кӗтетпӗр. Сӑмах май, вӑл кӑҫал Аксура июлӗн 10-мӗшӗнче иртмелле. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев