Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вырӑссӑр район вырӑсланса пырать

Ҫӗпрел районӗнче чӑвашпа мишер кӑна пурӑнать, вырӑссем ҫукпа пӗрех. Апла пулин те, нумай вӗрентекен палӑртать: 1,2-мӗш классене чӑвашла мар, вырӑсла калаҫакан ачасем килеҫҫӗ

   Чăваш чӗлхине аталантарас тӗллевпе вӗренӳ çулӗн кашни çурринче Çӗпрел районӗнчи чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем пухăнса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Черетлӗ семинар чӳк уйăхӗн 19-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра «Чăваш чӗлхипе литература урокӗсене вӗрентес ӗçре ума тухнă йывăрлăхсене тӗрлӗ майпа пурнăçласси» темăпа иртрӗ. Семинара районти вӗрентӳ уйрăмӗн методисчӗ С.В.Ларионова тата 14 вӗрентекен хутшăнчӗ.

Килнӗ хăнасене нумай профильлӗ лицей директорӗ Н.Н.Маркова тараватлăн кӗтсе илчӗ. Семинара А.Н.Арсентьева вӗрентекен 6-мӗш класра Л.Саринен «Кукамай» калавӗ тăрăх хатӗрленӗ «Ватта сума сăвакан – хăй те сумлă пулакан» кăтарту урокӗпе пуçларӗ. Алевтина Николаевна 4-мӗш çул çеç чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет пулин те, урока çӳллӗ шайра ирттерчӗ. Урока методика енчен тӗрӗс, тӗрлӗ мелсемпе, меслетсемпе усă курса, хальхи çӗнӗ стандарта пăхăнса йӗркеленӗ. Урок тăршшӗпе ватă çынсене хисеплемелли, сума сумалли çинчен сăмах пычӗ. Театр çулӗ пулнă май, урокрах ачасем «Каçару ыйтни» сценка лартса пачӗç. Ачасем кукамăшсемпе асламăшсен сăнӳкерчӗкӗсене илсе килни урока илем кӳчӗ. Паянхи пурнăçра ватта хисеплеме вӗрентни – кирлӗ те тивӗçлӗ ӗç. Урок вӗçӗнче Алевтина Николаевна ачасен кукамăшсемпе асламăшсене кăна мар, мӗнпур ватă çынсене хисеплемеллине палăртса хăварчӗ. Урок ырă кăмăлпа, хавхаланупа вӗçленчӗ.
Семинарăн иккӗмӗш пайӗнче «Анне пурри – телей» темăпа класс тулашӗнчи урок иртрӗ. 5-11 класра вӗренекенсем анне çинчен сăвăсем каласа, юрă шăрантарса, чăваш ташши ташласа савăнтарчӗç.
Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗрентекен Т.М.Карсакова «Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗçре ума тухнă йывăрлăхсене тӗрлӗ майпа пурнăçласси» темăпа тухса калаçрӗ. Татьяна Михайловна хăйӗн докладӗнче паянхи кун шкулта чăваш чӗлхине вӗрентесси кăткăсланса пынине палăртрӗ. Шкулта вӗренекен ачасем, ашшӗ-амăшӗ тăван чӗлхе урокӗсене сивлени палăрать. Чăваш ялӗсенче те, ачасем ашшӗ-амăшӗн чӗлхине манса, чăвашла калаçма пăрахса пыни курăнать. Çавăнпа та, вӗрентекенӗн чăваш чӗлхине ăнăçлă вӗрентес тесен ачасене предметпа кăсăклантарма пулăшакан методикăпа усă курса ӗçлемелли çинчен каларӗ. Ачасене хăй çуралса ӳснӗ тăван яла, района, республикăна, тăван чӗлхене, тăван халăх историйӗпе унăн культурине, йăли-йӗркисене, тивӗçлӗхне чун-чӗререн хисеплеме, юратма вӗрентесси çинчен асăрхаттарчӗ. ​
Хурăнвар Шăхаль шкулӗнче вӗрентекен Г.Н.Сандиярова «Чăваш чӗлхипе экзамена хатӗрленесси» темăпа мастер-класс ирттерчӗ. Пирӗн районта 9-мӗш класс пӗтерекенсем пиллӗкмӗш çул чăваш чӗлхине суйласа илсе экзамен тытаççӗ. Экзамен парас текен ачасен шучӗ çулсерен ӳссе пырать, енчен те пӗлтӗр вӗренӳ çулӗнче 43 ача экзамен панă пулсан, кăçал 49 ача чăваш чӗлхипе экзамен тытнă.
С.В.Ларионова методист районти чăваш чӗлхи олимпиади пирки пӗтӗмлетӳ турӗ. Район шайӗнче çӗнтернисен республика шайӗнчине​ хутшăнмаллине палăртрӗ.
Чăваш чӗлхипе литературин учителӗсен семинарӗ тухăçлă, çӳллӗ шайра иртрӗ. Семинара хатӗрленнӗ вӗрентекенсене, Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей администрацийӗпе вӗрентекенӗсене, вӗренекенӗсене чӗререн тав тăвас килет. ​

Валентина ПЕТРОВА,
аслă категориллӗ вӗрентекен, районти чăваш чӗлхипе литература методика ушкăнӗн ертӳçи.
Чăваш Çӗпрел шкулӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев