Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хаçат-журналсем интернет-аудиторишӗн тупăшаççӗ

Депутатсем çӗршыври университетсене пулăшас тӗллевпе йышăннă «Приоритет – 2030» чи сулмаклă патшалăх программи Хусан университетӗнче (К(П)ФУ) мӗнле пурнăçланнине сӳтсе явнă. ТР Правительствипе ТР Патшалăх Канашӗ тытса пыракан «Ватаным Татарстан» тата «Республика Татарстан» хаçатсен ӗçне пăхса тухнă. Çаплах вӗрентӳ çинчен калакан республика законне улшăнусем кӗртме хатӗрлекен закон проекчӗсене сӳтсе явнă. Ларăва ТР Раисӗн Патшалăх Канашӗнчи Полномочиллӗ представителӗ Тимур Нагуманов хутшăннă. Ăна Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн председателӗ Айрат Зарипов ертсе пынă.

«Приоритет – 2030» программа 2024 çулта мӗнле пурнăçланни çинчен университетăн экономика тата стратеги аталанăвӗ енӗпе проректорӗ Марат Сафиуллин каласа панă.

Вӗрентӳри пӗлтерӗшлӗ юхăмсемпе – ют çӗршывсенчен килнӗ студентсене професси пӗлӗвне хушса парассипе çыхăннă программăсемпе, кадрсен йышне çамрăклатассипе – планпа пăхнинчен маларах та пыраççӗ хусансем.  

Проректор сăмахӗпе, Федераци гранчӗсене çӗнсе илни чылай стратегиллӗ проекта пурнăçлама тата пуçарусене хута яма пулăшнă. Ку ӗçсем,пӗтӗмӗшле илсен, вӗренӳ заведенине самай улăштарма май параççӗ. 

Пӗлтӗр Хусан университечӗ 220 çулхи юбилейне паллă тунă. Унпа çыхăннă уяв мероприятийӗсенчен университетăн наукăпа вӗрентӳ инфраструктурине çӗнетни, студентсен общежитине юсани уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулса тăнă. Çак пысăк ӗçсене туса ирттерме федераллă бюджетран 2,9 миллиард тенкӗ укçа уйăрнă. 

Марат Сафиуллин Тутарстан Республики валли хатӗрлекен  хушма пӗлӳ паракан кадрсенчен педагогика, инженери, инфокоммуникаципе технологи специальноçӗсемпе вӗренекенсен шучӗ 2024 çулта ӳснине пӗлтернӗ. 

Республика заказӗпе учителе, врача, патшалăх служащине, IT тата ытти специалиста вӗренекенсен шучӗ 41 пин çынран та иртнӗ. 

«Изварино Фарма» компанипе пӗрле пуçарнă проекта проректор университетшăн пысăк ăнăçу тесе шутлать. Вӗрентӳ заведенийӗпе фармкомпани несӗлтен несӗле куçакан сайра тӗл пулакан (орфанлă) чирсенчен сиплеме генлă препаратсем кăларассипе ӗçлеççӗ. 

Комитет ларăвӗнче «Татмедиа» Республикăн пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев тухса калаçрӗ.

ТР Патшалăх Канашӗпе Правительстви учредитель пулса тытса пыракан  «Ватаным Татарстан» тата «Республика Татарстан» хаçатсем –  патшалăх хыпар хатӗрӗсем – 2024 çул пӗтӗмлетӗвӗпе çырăнтару кампанине ăнăçлăн ирттерни çинчен каласа панă ертӳçӗ. «Республика Татарстан» хаçат 8,5 пин экземплярпа тухса тăрать, иртнӗ çырăнтару кампанийӗнчипе танлаштарсан 3,5 процента ӳснӗ, «Ватаным Татарстан» – 9,5 пин ытла – 17,7 процент ӳснӗ. Агентство ертӳçин сăмахӗпе, хаçат редакцийӗсем электронлă версисене кăлараççӗ: «Хальхи вăхăтри медиасфера хыпар хатӗрӗсене мультимеди контенчӗсене çине тăрсах аталантарма хистет, интернет-аудитори тимлӗхне çӗнсе илессишӗн тăрăшмалла паян хаçатсен», – тет вăл.

Хаçат-журнал кăларакансене те, вулакансене те савăнтаракан хыпара та пӗлтерчӗ Айдар Саитгараевич. Ялсенчи почта уйрăмӗсене сыхласа хăварас тӗллевпе ТР Раисӗ Рустам Минниханов 2024 çулхи декабрь уйăхӗнче почта ӗçченӗсене (2345 çынна) пӗр хутчен хушса тӳлеме 42 миллион тенкӗ субсиди уйăрнă. Пулăшайӗ-ши ку сумма почтăна кал-кал ӗçлеме? 

Комитет республикăн вӗрентӳ çинчен калакан законӗсене улшăнусем кӗртессипе çыхăннă закон проекчӗсене те пăхса тухнă: аслисене муниципаллă вӗренӳ заведенийӗнче спорт енӗпе хушма пӗлӳ пама республика бюджетӗнчен укçа уйăрасшăн. Çапла майпа çитӗннисенчен чылайăшӗн спортпа аппаланма май пулӗччӗ. 

Тепӗр закон проекчӗ сывлăх енчен хавшакрах ачасене пӗлӳ парассипе çыхăннă. Вӗсем валли ятарлă условисем туса панипе пӗрлех право енчен те пăхса тухассипе ӗçлемеллине асăрхарӗç депутатсем. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗксем ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество Образование медиа