Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАЛĂХ ИСКУССТВИ – ЁЛКĂРА

2024 çула кӗтсе илнӗ çӗре Атăлçи халăхӗсен кашнин ёлка пулӗ

м

Çӗнӗ çул

ХАЛĂХ ИСКУССТВИ – ЁЛКĂРА

Çулталăкăн юлашки эрнинче Муса Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи опера тата балет театрӗнче «Тутарстан Ёлкисем» проектăн мешехине ирттерчӗç. Унта Хусан патшалăх культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева, FASHION HUB RUSSIA компанисен ушкăнӗн правленийӗн председателӗ Валентина Ростовщикова, FASHION HUB RUSSIA центра никӗслекенӗ, Халăхсен хушшинчи байерсен ассоциацин президенчӗ, «Раççей Ёлкисем» проектăн авторӗ Григорий Ростовщиков тата проектăн арт-директорӗ, флористикăпа, Раççей тата Европа чемпионӗ, тӗнче вице-чемпионӗ Наталья Жижко хутшăнчӗç. Раççей халăхӗсен культра эткерӗн çулталăкне вӗçленӗ май, Тутарстанра Наци культрисен тата йăли-йӗркисен çулталăкне кӗтсе Хусанти патшалăх культура интитучӗ Çӗнӗ çула 7 композици хатӗрлесе «Тутарстан Ёлкисем» проект йӗркеленӗ, Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев парса «Раççей Ёлкисем» федераллă проект пурнăçа кӗртнӗ. Унăн хăйнеевӗрлӗхӗ – композицисенче Тутарстан халăхӗсен пултарулăхне, вӗсен ӗçне-хӗлне кăтартни: ювелир искуссиви, тамбур мелӗпе тӗрлесси, йывăçран касса тунă теттесем. Проектăн пӗрремӗш мешехи Красноярскра Раççейӗн креативлă эрнинче иртнӗ. Унта ёлка лартнипе пӗрлех хусансем мастер-классем те кăтартнă. Декабрь уйăхӗнче Мускавра Горький ячӗллӗ паркра ёлка лартсан та тирпе ӗçлессипе мастер-классем ирттернӗ .

 «Тутарстан Ёлкисем» проектри кашни ёлкăн хăйӗн сăнӗ, концепцийӗ. Тӗслӗхрен, Красноярскри ёлка çинче тирпе ӗçлесси çине, тамбур мелӗпе тӗрлесси çине пусăм тунă тăк, Санкт-Петербургра тутар халăх тумӗпе паллашма май пулнă кураканăн. Хусанти опера тата балет театрӗнче алă вӗççӗн ӳкерсе илемлетнӗ керамика  япалисемпе, тутарсен çивӗте илемлетмелли чулпасене çакнă.

Роза Ахмадиева мешехене уçнă май институтра инжиниринг центрӗ ӗçлеме пуçланине, ун çумӗнче виçӗ лаборатори пулнине каласа пачӗ. Лабораторисем пусмапа, керамикăпа, йывăçпа ӗçлессипе вӗренекен студентсене пӗрлештереççӗ.

Хусанта «Тутарстан Ёлкисене» тӗрлӗ çӗрте курма пулать: каларăмăр ӗнтӗ, М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи опера тата балет театрӗнче харăсах виçӗ ёлка, ТР Министрсен Кабинетӗнче пӗрремӗш хутра тата теприне Экият пукане театрне е Хусанти çамрăксен театрне лартасси пирки каларӗ ректор.

Çитес çул «Тутарстан Ёлкисем» проекта анлăлатасшăн, «Атăлçи Ёлкисем» ятлă пулӗ вăл. Енчен те ёлкăсене илемлетекенсем кăçал тутар халăх культури çине пусăм тунă-тăк, 2024 çула кӗтсе илнӗ çӗре Атăлçи халăхӗсен кашнин ёлка пулӗ.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год