Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Паян тӗтре хăвăрт сирӗлсен тата нумай кун ăшă пулать-ха.

• Авăн уйăхӗн 4-мӗшӗ – Агафон. Вăрманта Арçури тӗл пулать тесе ӗненнӗ. Çак кун çаплах хӗртсурт кăмăлне те юрама тăрăшнă. Хӗрарăмсем кукăль-пӳремеч пӗçерсе ун валли кучченеç хăварнă. Енчен те кун хӗвеллӗ-тӗк, кӗркунне ăшă пулать. Вăрманта кăмпа нумай пулсан, пулă япăх хыпать. Тӗтре хăвăрт сирӗлсен тата нумай кун ăшă пулать-ха. 

• Авăн уйăхӗн 5-мӗшӗ – Луп. Православи чиркӗвӗ Дмитрий Солунский асапçăн шанчăклă тарçине Луппа Солунские асăнать. Çурçӗр облаçӗсенче çак кунран тăм ӳкме тытăнать. Вăрманта – кӗтмел, хирте сӗлӗ ӗлкӗрет. Тăрнасем кăнтăралла çула тухнă пулсан хӗл ир килессе. Ирхине сивӗ пулсан та хӗл инçе маррине систерет. 

• Авăн уйăхӗн 6-мӗшӗ – Евтихий. Православи чиркӗвӗ Иоанн Богословăн вӗренекенӗ пулнă Евтихий асапçа асăнать. Çак кун вăрмана пӗччен кайма юрамасть – аташса каяс хăрушлăх пысăк. Çумăр çусан кӗркунне типӗ, килес çул тухăç ăнса пулать. Вăйлă çил вӗрсен – инкеке.

• Авăн уйăхӗн 7-мӗшӗ – Титов. Çак кунран кăмпа тухма чарăнать. Ӗлӗк çынсем карçинккасем илсе вăрмана кайнă. Çак кун татнă кăмпана тăварлама тăрăшнă. Каярах пуçтарнă кăмпа тăварлама юрăхлă мар тенӗ. Пӗçерсе, шаритлесе çиме кăна юранă. Тырă нумай çапса ӗлкӗрнӗ пулсан хӗлле сивӗ килет. Кăмпа ăнса пулсан хӗл вăрăма тăсăлать. Кăнтăра каякан вӗçен кайăксем çӗр çине анса ларсан çанталăк ăшăтасса, çурт тăррине ларсан – сивӗтессе. 

• Авăн уйăхӗн 8-мӗшӗ – Наталья. Ӗлӗк çак кун ӗçе сӗлӗпе çыхăнтарнă. Пӗрчине авăртса кӗсел, икерчӗ пӗçернӗ. Ирхине сулхăн-тăк, хӗлле сивӗ пулать. Пилеш çырлисене йăтса лараймасть пулсан хӗлле сивӗ килет. Вăрманта уплюнкка нумай тухсан «карчăк ăшши» çитессе кӗтмелле мар. 

• Авăн уйăхӗн 9-мӗшӗ – Пименпа Анфиса. Çак кун пилеш нумай татса мачча çине çакмалла – киле ăнăçу кӳрет. Пилеш çырли нумай-тăк, кӗркунне йӗпе-сапа пулать. Юман йӗкелӗ нумай пулсан хӗл сивӗ килет. 

• Авăн уйăхӗн 10-мӗшӗ – Анна тата Савва. Ӗлӗк çак кун хресченсем хиртен юлашки тырă кӗлтисене антарса çумăр тивмен вырăнсене купаласа хунă. Çӗнӗ тухăçа чысланă. Хурăна сăнамалла, вăл тăрринчен сарăхма тытăнсан çуркунне ир килессе, аялтан-тăк – çуркунне кая юласса. Çанталăк типӗ тăрсан сивӗсем часах пулмаççӗ-ха. Тăрнасемпе хурсем кăнтăралла васкамаççӗ пулсан хӗл час лармасть-ха, ăшă пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев