Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Вӗлле хурчӗсем вӗллене питӗрме тытăнчӗç пулсан хӗл ир килессе.

• Авăн уйăхӗн 11-мӗшӗ – Иоанн Предтеча пуçне каснă кун. Çак кунран çулла вӗçленет те карчăк ăшши пуçланать тенӗ. 

• Авăн уйăхӗн 12-мӗшӗ – Александр. Ӳсен-тăран çинче эрешмен карти пулсан – çанталăк ăшă тăрать-ха. Вӗлле хурчӗсем вӗллене питӗрме тытăнчӗç пулсан хӗл ир килессе. Вăрманта пилеш çырлисене йăтса лараймасть-тӗк – çумăрлă кӗркуннене.

• Авăн уйăхӗн 13-мӗшӗ – Куприян. Тăрнасем ăшă енне вӗçсе каяççӗ. Вӗсем хăйсен хушшинче «калаçа-калаçа» вӗçеççӗ пулсан, кӗркунне ăшă пулать. Картаран тухса пӗчченшерӗн вӗçсен çитес çул япăх тухăçа. Çак кунран шур çырли пуçтарма тытăнмалла.

• Авăн уйăхӗн 14-мӗшӗ – Çемен. Кӗркуннене кӗтсе илнӗ кун. Ӗлӗк çак кун тӗлне хирти нумай ӗç пӗтнӗ. Карчăк ăшшин пӗрремӗш кунӗ уяр-тăк, кӗркунне ăшă пулать.

• Авăн уйăхӗн 15-мӗшӗ – Федотпа Руфина. Çак кун кил картинчи сурăхсемпе качакасем тытакан пӳлӗмсене тирпей кӗртмелле. Хӗвел хӗрелсе ансан сивӗсем инçе мар.

• Авăн уйăхӗн 16-мӗшӗ – Домна. Кӗлете тирпейлемелли кун. Ӗлӗк çак кун килти япаласене тӗрӗсленӗ, вараланнисене çуса пуçтарса хунă. Киввисене пахчара çунтарнă е çынна панă. Çанталăк типӗ, ăшă тăрсан, карчăк ăшши уяр пулать. Тӗтреллӗ пулсан хир ӗçӗсем çăмăл иртеççӗ тенӗ.

• Авăн уйăхӗн 17-мӗшӗ – Вавила. Кил хуçалăх управçи. Арçынсем ӗлӗк çак кун килти утă-улăма тӗрӗсленӗ. Мăйăр нумай, кăмпа сахал-тăк, хӗлле юрлă та сивӗ килет. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев