Халăх календарĕ
Ноябрьте çанталăк мӗнле – май уйăхӗнче те çапла.
• Чӳк уйăхӗн 6-мӗшӗ – Турă Амăшӗн «Всех скорбящих Радость» турăшӗн кунӗ, Афанасий. Çак кунран ӗлӗк улахсем пуçланнă.
• Чӳк уйăхӗн 7-мӗшӗ – Федот. Хӗвел хӗрелсе ансан – çанталăк пăсăласса. Ирхине тӗтреллӗ-тӗк – ăшăтать.
• Чӳк уйăхӗн 8-мӗшӗ – Дмитрий Солунский. Çак кун сивӗ те юрлă пулсан – çуркунне сивӗ пулать; ăшă-тăк – çуркунне ир килет тата ăшă пулать.
• Чӳк уйăхӗн 9-мӗшӗ – Матрена. Ноябрьте çанталăк мӗнле – май уйăхӗнче те çапла. Ноябрӗн 9-мӗшӗнче панă сăмаха тытсан пӗтӗм начарри хыçа юлать.
• Чӳк уйăхӗн 10-мӗшӗ – Параскева, Макоша. Чие йывăççи çинчен çулçă ӳксе пӗтмесӗр хӗл лармасть. Çак кун хытă кулма юрамасть тет.
• Чӳк уйăхӗн 11-мӗшӗ – Аврамий тата Анастасия. Çӗрле йывăçсене пас тытнă-тăк – кăнтăрла юрсăр пулать. Атмосфера пусăмӗ майӗпен чакни – çиллӗ тата çумăрлă çанталăка.
• Чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗ – Зиновий тата Зиновия. Кашкăрсем кӗтӗвӗпе çӳрени лайăха мар – выçлăха, чире е вăрçă пуласса. Кăсăясем ирхине шавлаççӗ – каçпа сивӗтет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев