Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Йывăçсене пас тытнă-тăк — çитес çул тухăçлă пулать.

Раштав уйăхӗн 4-мӗшӗ — Введени. Çак кун юр çусан, сивӗ пулсан — хӗл тăрршӗпех çапла пулать. 

Раштав уйăхӗн 5-мӗшӗ — Прокоп. Ку кун ăшă пулсан хӗл вăрăма тăсăлать тата юр нумай çăвать. Йывăçсене пас тытнă-тăк — çитес çул тухăçлă пулать.

Раштав уйăхӗн 6-мӗшӗ — Митрофан. Пӗлӗтсем аялтан шăваççӗ — эппин кӗçех сивӗтет. Каçхи тӳпере уйăх хӗрлӗн курăнать — кӗçех вăйлă çилсем пулаççӗ, юр çăвать.

Раштав уйăхӗн 7-мӗшӗ — Катерина. Уяр, хӗвеллӗ çанталăк — хӗл сивӗ пулать, вăраха тăсăлать; ăшă — çуркунне ир килет. 

Раштав уйăхӗн 8-мӗшӗ — Климентий. Улатакка вăрманта вăрахчен йывăçа таккани илтӗнет — çанталăк пăсăласса. Çак кун хуть мӗнле ӗçе те выçварла пуçламалла тет, çапла тусан ăнать имӗш. 

Раштав уйăхӗн 9-мӗшӗ — Юрий, Егор. Ку кун сивӗ-тӗк çанталăк часах ăшăтмасть. Çак кунччен пӗтӗм парăма парса татмалла.

Раштав уйăхӗн 10-мӗшӗ — Роман. Ал ӗçӗ тума юрамасть. Пулла каймалла мар, пурпӗр ăнмасть. Çак кун çанталăк улшăнсах тăрсан хӗлӗпе çапла пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы