Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарĕ

Нарăс уйăхӗн 5-мӗшӗ — Агафий. Çак кун юр нумай-тăк — кăçал тырпул ăнса пулать. Хӗвеллӗ кун — çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Сивӗ те хӗвеллӗ — çурла уйăхӗ шăрăх пулать.

• Нарăсăн 6-мӗшӗ — Аксинья. Çак кун çуркунне епле пуласса кăтартать.

Нарăсăн 7-мӗшӗ — Григорий. Çанталăка сăнамалла: кăнтăрлаччен мӗнле — çитес хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла; кăнтăрла хыççăнхи çанталăк хӗлӗн иккӗмӗш çурри епле пуласса кăтартать. Çак кун юр çусан çитес хӗл хăвăрт лармасть. 

• Нарăсăн 8-мӗшӗ — Федор. Пăрçапа усă курса юмăç яраççӗ: енчен те пăрçа турилкке тӗпӗнче сас кăларса кусать — шартлама сивӗсем пулаççӗ-ха, сасăсăр — юр çăвать. Ку кунхи çанталăк çуркунне епле пуласса кăтартать.

• Нарăсăн 9-мӗшӗ — Златоуст. Пӗлӗтсем çиле хирӗç шăваççӗ-тӗк — юр çăвасса; кантăксем тарлани — ăшăтасса.

• Нарăсăн 10-мӗшӗ — Ефрем. Хӗртсуртăн менелникӗ. Çиллӗ кун — çулла йӗпе-сапаллă пуласса.

• Нарăсăн 11-мӗшӗ — Лаврентий. Ку кун çӗнӗ уйăх вăхăтне лекнӗ-тӗк — çитес уйăхăн иккӗмӗш çурринче çак кунхи пек çанталăк пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы