Халăх календарĕ
Çӗртме уйăхӗн 17-мӗшӗ — Митрофан. Çурçӗртен çил вӗрсен ăмăр çанталăк кӗт.
• Çӗртме уйăхӗн 18-мӗшӗ — Дорофей. Çак кун çанталăк уяр пулсан тырпул ăнса çитӗнет, тырă шултра та паха пулать. Çил хӗвелтухăçӗнчен вӗрет-тӗк — çулла çиллӗ тата çумăрлă пулать.
• Çӗртме уйăхӗн 19-мӗшӗ — Илларион. Уйăх катăлнă тапхăр пулсан çак кун çумкурăка йăлтах çумламалла та вăл вара урăх ӳсмест тет. Çил хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен çулла çумăр нумай çăвать.
• Çӗртме уйăхӗн 20-мӗшӗ — Федот. Аслати авăтсан ăмăр çанталăк вăраха тăсăлать. Уяр çанталăкрах кăвакарчăнсем пытанмалли вырăн шыраççӗ-тӗк — çумăра.
• Çӗртме уйăхӗн 21-мӗшӗ — Федор. Вăйлă сывлăм ӳкнӗ — тулăх тырпул кӗтмелле. Куккук типнӗ йывăç çинче авăтсан — вăхăтлăха сивӗтессе.
• Çӗртме уйăхӗн 22-мӗшӗ — Кирилл. Çулталăкри чи вăрăм кун. Çак кун хӗвел хăйӗн пӗтӗм вăйне çӗре парать-мӗн. Чӗкеçсемпе вӗршӗнсем аялтан вӗçеççӗ — çумăра.
• Çӗртме уйăхӗн 23-мӗшӗ — Тимофей. Хӗвел тухнă чухнех пăчă пулсан — çумăр çăвасса.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев