Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен хушшинчи конкурсра Тутарстан хӗрӗ çӗнтернӗ

Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Мускавра Халăхсен хушшинчи «Мисс Офис — 2023» конкурсăн финалӗ иртнӗ, тесе пӗлтерет «Мисс Татарстан» дирекцийӗ. Хальхинче «Мисс Офис» титула çӗнсе илессишӗн Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата чикӗ леш енчен офисра ӗçлекен 30 чиперкке ăмăртнă.

Тутарстан Республикинчен ку конкурса 29 çулти Екатерина Климушина хутшăннă. Маларах «Миссис Татарстан 2021», «Миссис Россия International 2021» титулсене çӗнсе илнӗ Екатерина «Татхимфармпрепараты» акционерлă обществăра бренд-менеджер пулса ӗçлет. 


Конкурса хутшăнакан хӗрсен илемне, ӗçри пултарулăхӗпе талантне кăçал авторитетлă жюри — «Линия жизни» ыркăмăллăх фончӗн президенчӗ Фаина Захарова, фигуристка, тӗнче чемпионки, телееертӳçӗ Евгения Медведева, «Комус» компанин директорсен канашӗн председателӗ Олег Зорин, телеертӳçӗ, шоумен Дмитрий Шепелев тата Роман Маякин актер — хакланă. 


Тӗп коронăна тата конкурсăн учредителӗн тата генеральнăй спонсорӗн «Комус» компанин парнине — 3 000 000 тенке — пирӗн Екатерина Климушина çӗнсе илнӗ. Маттур!


Сăнӳкерчӗксем «Мисс Татарстан» дирекцийӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев