Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси – тӗп задача

Террористла хăрушлăх сиксе тухас пулсан вӗрентӳ организацийӗсен тата хурал ӗçченӗсен мӗн тумаллин комплекслă сценарийӗпе августăн 29-30-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раççейри ученисене пуçласа йӗркелеççӗ. Ку мероприятисем шкулсенче, колледжсенче тата техникумсенче иртеççӗ.

«Çӗнӗ вӗренӳ çулне план тăрăх вăхăтлă хатӗрленетпӗр. Тӗп ыйтусенчен пӗри – вӗренӳпе воспитани процесне хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси. Çак уйăх вӗçӗнче хăрушсăрлăх енӗпе ученисем ирттеретпӗр. Педагогсем те, вӗренӳ заведенийӗсен пуçлăхӗсем те форс-мажорлă лару-тăру сиксе тухсан мӗн тумаллине лайăх пӗлмелле», – тенӗ кун пирки РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов.

Ученисен вăхăтӗнче вӗрентӳ учрежденийӗсенчи хыпарлав системисен ӗçлеслӗхне, оперативлă службăсемпе тата терроризма хирӗç комиссисемпе еплерех хутшăнса ӗçлеме пултарнине тӗрӗслеççӗ.

Çакнашкал мероприятисем ирттерни педагогика коллективӗсене тӗрлӗ лару-тăрăва психологи енчен хатӗр пулма май парать.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование