Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăватлă поэтăн ячĕ ĕмĕре

Юнкун Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш халăх поэчӗн Валери Туркайăн «Вечный Державин. Ӗмӗрлӗх Державин» кӗнекин хăтлавӗ иртрӗ. Ăна вырăсла тата чăвашла пичетленӗ.

Авторăн «Гавриил Державин Шупашкарта» поэмине виçӗ чӗлхепе пичетленӗ. 2023 çул вӗçӗнче, Раççей çӗрӗн паллă патшалăх деятелӗ, II Кӗтерне патшана пулăшаканӗ, çав вăхăтрах ӗмӗрсем иртсен те çынсене тӗлӗнтермелле чаплă сăвăсем çырнă ентешӗмӗр Гавриил Романович Державин çуралнăранпа 280 çул çитнипе çыхăнтармалла литературăри çак пысăк пулăма.

Кӗнеке авторӗ хăтлава Шупашкартан делегаци ертсе килнӗ — Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи, Çеçпӗл Мишши фондне йӗркелекенсенчен пӗри, строительство компанийӗн ертӳçи, меценат Валерий Николаевич Гордеев тата обществăлла ӗçчен Олег Цыпленков килсе çитнӗ. Хусанта хăнасене паллă çыравçă, Тутарстан тата Чăваш Республикисен культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Р. М. Харис, ХФУ профессорӗ А. Ф. Галимуллина, ТР Писательсен союзӗн пайташӗсем Р. Х. Курбанов, Е. А. Турхан, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К. Г. Яковлев кӗтсе илчӗç. 

«Державин пророкпа юнашар, хăй те пророк пекех. Вăл пысăк поэт, вырăс халăхӗн çеç мар, тӗнче халăхӗн. Тӗнчери нумай пултаруллă поэтсене вулама тӳр килчӗ — Данте, Мильтон, Пушкина тата ыттисене, анчах хăвачӗпе Гавриил Романович Державин пеккине сайра тӗл пулнă. Державин пусăмӗ Турăран пырать. 4-5 чӗлхе пӗлни çынна шухăшне питӗ тӗрӗс калама, çивӗч туйма пулăшать. Эпир Александр Сергеевич Пушкина генилле пултарулăхӗшӗн юрататпăр. Унăн хайлавӗсене тивӗçлипех тӗнчери нумай чӗлхене куçарнă. Апла пулин те ют çӗршыв чӗлхине куçарнă пӗрремӗш вырăс поэчӗ Гавриил Державин пулнă. Ăна классицизм тапхăрӗнчи поэт тесе хаклама пулать, çав вăхăтрах сăвă çырассинче новаторла улшăнусем кӗртекенни те вăлах пулнă, Александр Сергеевичран малтан», — Державина хисеплесе калаçать Ренат Магсумович.

Вăл Гавриил Романовичăн «Бог» одине куçарни çинчен те каласа пачӗ: «Пӗр паллă тутар поэчӗ çамрăк чух çапла каланине астăватăп: „Ренат, эсӗ Державинăн „Бог“ одине тутарла куçарайсан хăвна чăнах та поэт тесе шутлама пултаратăн“. 60 çултан иртсен куçартăм эпӗ ăна, халӗ хама чăнах та поэт тесе калама пултаратăп».

Валерий Владимировича çак одăна куçарма Ренат Магсумович хавхалантарнă иккен.

«Хусан юбилейӗнче хăнана чӗнсен Державинăн çак одине тутарла вуласа парсан: «Эпӗ çакна чăвашла куçараяс çук, тесе шутларăм», — аса илчӗ Валерий Владимирович.

Анчах темӗн вăхăт иртсен ода патне таврăннах Чăваш халăх поэчӗ. Хăтлавра çак сăввăн пӗр сыпăкне вуласа та пачӗ. Куçарăва ырласа алă çупса йышăнчӗç залра ларакансем. Кӗнекене В. Туркай чаплă ентешӗмӗре халалласа çырнă поэмине те кӗртнӗ. Ăна виçӗ чӗлхепе — чăвашла, тутарла (Р. Харис куçарнă) тата вырăсла (куçаруçи Ю. Щербаков) — пичетленӗ. 

Поэмăн вырăсла варианчӗ «Литературная газета» хаçатра пичетленнӗ. Ăна савăнса, хавхаланса вулани çинчен каласа пачӗ Атăлçи федераллă университетăн профессорӗ Альфия Фоатовна Галимуллина. Вăл ХФУра çулсерен Г. Р. Державин пултарулăхне халалланă наукăпа практика конференцине ирттерет. «Вăл поэзире те, патшалăх ӗçӗнче те патриот пулнă. 2001 çулта кандидат диссертацийӗ çырнă вăхăтра Державин, классицизм архаизмсем пек шутланнă, модернизм, постмодернизм модăраччӗ. Апла пулин те эпӗ Г. Р. Державин творчествине суйласа илтӗм. Вăхăт иртет, Державин ячӗ çулран çул хытăрах янăрать тет вăл. Державина тӗрлӗ чӗлхене куçарни çинче те чарăнса тăчӗ. 2023 çулта ХФУра «Литературное мастерство» магистр программи ӗçлеме пуçлани çинчен, Державин сăввисене чăваш чӗлхине куçарассин рецепцине тӗпчессипе Валентина Николаева çамрăк куçаруçă вӗренме пуçланине каларӗ. 

Кӗнекене кун çути курма пулăшнă Вырăс обществин ертӳçи, Хусанти 93№ гимнази директорӗ Ирина Александровская Тутарстанра пурăнакан тӗрлӗ наци çыннисем пӗр çемьери пек туслăн пурăннине палăртрӗ. Тутарстанра Г. Р. Державин ятне асра тытса пурăннине каларӗ. ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К. Г. Яковлев кӗнеке кăларнă çӗре тӳпе кӗртнӗ. Вăл микрофон умне тухса поэта саламларӗ, Державин пӗлтерӗшӗ çинчен каларӗ. 

Çак кирлӗ, вăхăтлă кун çути курнă проектăн тепӗр спонсорӗ Х. С. Идиатуллин, шел, мешехене килеймен. 

Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи куçаруçă ӗçӗ питӗ кăткăс пулнине палăртрӗ. Пӗр халăхăн ăс-хакăл пуянлăхне тепӗр халăх чӗлхине пӗр çухатусăр куçармалла тесе асăрхарӗ. Раиса Васильевна хăй тӗрлӗ халăх поэчӗсене куçарнă, халӗ те куçару ӗçне пăрахмасть.

Гавриил Державинăн сăввисене халиччен чăвашла куçарман тени тӗрӗс пулмӗччӗ, мӗншӗн тесен аслă поэт 275 çул тултарнă тӗле Чăваш Республикин, Тутарстан Республикин Писательсен союзӗн пайташӗ Евгений Турхан Гавриил Державин сăввисене куçарса «Палăк. Памятник» кӗнеке кăларнăччӗ. Ăна икӗ чӗлхепе пичетленӗ. Чăвашла куçарса пичетленӗ тата тепӗр кӗнекешӗн савăннине пӗлтерсе Евгений Андреевич Валерий Владимировича саламларӗ. 

Лайăш музейӗн директорӗ Ф. Г. Муртазина, В. Н. Гордеев, Е. А. Турхан, ТР Писательсен союзӗн председателӗ пулнă Р. Х. Курбанов, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И. Ф. Трифонова Г. Державин çинчен, унăн хайлавӗсене куçарасси пирки тата, паллах, В. Туркай пултарулăхӗ çинчен тухса сăмах каларӗç. Концерт номерӗсем литература хăтлавне илем кӳчӗç.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество