Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл Мучин асамлă поезчӗ Тутарстана васкать

Декабрӗн 5-мӗшӗнче Хӗл Мучин юмахри паровозӗ Хусанта чарăну тăвӗ. Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи Казань-1 чукун çул вокзалне вăл 15:35 сехетре çитӗ.

Хӗл Мучи поезчӗ – хӗллехи асамçăн ятарласа илемлетнӗ куçса çӳрекен резиденцийӗ, унпа вăл Раççей тăрăх ярăнса çӳресе хуласенче пурăнакансене уяв кăмăлне парнелет. Пурте Великий Устюга кайса çӳреймеççӗ вӗт. 
Çак поездра 19 вагон, çав шутра йышăну вагонӗ, сцена-вагон, квестсемпе вăйăсем ирттермелли «Юмахри ял» вагон, ресторан-вагон, сувенирсем сутакан вагон тата ытти те. Çак вагонсене гирлянăсемпе илемлетнӗ паровоз ертсе пырать. 
Чукун çул станцийӗнче ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсене хӗллехи уяв атмосферине кӗртекен савăнăçлă программа кӗтет. Унта Хӗл Мучи, артистсем, аниматорсем хутшăнӗç. Программăна кирек кам та хутшăнаять.   

Хӗл Мучин куçса çӳрекен резиденцине маларах туяннă билетсемпе кӗрсе курма пулать. Программа çинчен тӗплӗнрех http://poezddedamoroza.ru/ сайтра çырса пӗлтернӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев