Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗле ӑсатса, çуркуннене кӗтсе илнӗ

Çăварни, çăварни... Паян кĕçĕн çăварни! Пурте килĕр уява Сивĕ хĕле ăсатма Çуркуннепе савăнма. Çулсерен Турхан Упи ялӗнчи Николайпа Галина Еремеевсем Çӑварни уявне ирттереççӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла тӗлнелле таврана илемлӗ кӗвӗ-çемӗ илтӗнсе тӑнӑ.

Кил умӗнчи лаптӑка маларах катемпие вырнаçтарса лартнӑ. Капӑр тумлантарнӑ, хӗрлӗ тутӑрлӑскер…

Палӑртнӑ вӑхӑта çывӑх урамри шӑпӑрлансем, тусӗсем пуçтарӑнса килсе çитнӗ. Хӗрӗсем çӳçеллӗ тутӑрсем çыхса янӑ, мӑйӗсенчен  шушкӑсем çакнӑ.

Катемпи  тавра тӑрса тӗрлӗ хускануллӑ вӑйӑсем выляса савӑннӑ, юрӑсем юрланӑ, тӑвайккинчен çунашкасемпе ярӑнса ӑмӑртнӑ.

Тараватлӑ кил хуçисем ачасене çуллӑ икерчӗпе, техӗмлӗ чейпе сӑйланӑ, пылак çимепе хӑналанӑ.

Кайран вара, улӑмран тунӑ катемпие çунтарса хӗле ӑсатнӑ, çуркуннене кӗтсе илнӗ. Мӗн праçник вӗçленичченех пӗчӗкскерсен савӑнӑçлӑ сӑн-питсем, йӑл-кулӑ çиçнӗ. Хаваслӑ кӑмӑлпа килӗсене саланнӑ.

Пӗчӗкренех ачасене халӑх йӑла-йӗркисемпе паллаштарса пыни, ламран лама куçса пыни питӗ савӑнтарать.

 

Юрий Адъютантов,
Çӗнӗ Упи ялӗ.
Галина Еремеева сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Масленница