Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХӖЛЛЕ ВАЛЛИ КĂМПАРАН ИКРА

Ку икра валли хуть мӗнле кăмпа та юрать. Шампиньона лайăх çуса хуппине сӳмелле пулсан, вăрмантине апла туни кăна çителӗксӗр.

Икра çине тăпра, лăс йӗппи е ытти çӳпӗ лекесрен сыхланмалла, çавăнпа малтан лайăх тасатмалла, унтан сехете яхăн шывра тытмалла. Ун хыççăн тин тăварлă таса шыва ярса пӗçерме лартмалла. Вӗресе кайсан çулăма чакарса 40–60 минут пӗçермелле. Çав вăхăтра вӗттӗн туранă сухана, теркăпа вӗтетнӗ кишӗре тата пысăках мар тăваткалсем туса каснă помидора ăшаламалла. Уйрăм çатмара вӗрилентернӗ тип çу çинче шывне лайăх сăрăхтарнă пиçнӗ кăмпана ăшаламалла. 30 минутран маларах ăшаланă пахча çимӗçе хушса çулăм çинче тата 10 минут тытмалла. Кăшт сивӗнсен пурне те аш арманӗпе вӗтетмелле. Икӗ хут ярсан та юрать. Икрана çатма çине каялла ярса тата 30–40 минут ăшаламалла. Юлашкинчен уксус хушса лайăх пăтратмалла та стерилизациленӗ банкăсем çине çăварӗ патне çитме 1 сантиметр чухлӗ вырăн хăварса тултармалла, çиеле тип çу ярса лайăх хупмалла.

1 кг кăмпа, 350 гр сухан, 250 гр кишӗр, 350 гр помидор, 9 процентлă уксус (0,5 литрлă банка çине 1-ер чей кашăкӗ), тип çу тата хăвăра кирлӗ чухлӗ тăвар кирлӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты