Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрарăмсем юратнипе

Хӗрарăмсем тăрăшнипе, Салтаксене пулăшнипе – Пулаç татах çӗнтерӳсем, Тăшмансене аркатнипе.

Хӗрарăмсем кӗлтунипе,

Пӗтме пултарӗ вăрçăшу.

Кӗлтунипе, юратнипе 

Парать-çке Турă пулăшу.

 

Пӗлеççӗ шанăç ӳстерме,

Парсах тăраççӗ вăй-хăват:

«Пултар, салтакăм, çӗнтерме, 

Тăшмансене часрах аркат»…

Хӗрарăмсем юратнипе

Хастар та вăйлă арçынсем.

Юратнипе, тăрăшнипе

Пулаç татах çӗнтерӳсем!

 

Андриян ГРИГОРЬЕВ.

Нурлат. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Международный женский день