Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырминчи Салифановсем ылтăн туй паллă турӗç

Сергей Ананьевичпа Галина Федоровна Салифановсем тӗслӗхлӗ мăшăр. Иккӗшӗ те ялта хисеплӗ çынсем. Сергей Ананьевич мӗн çамрăкран тӗрлӗ çӗрте ертӳçӗ тивӗçӗсене пурнăçланă. 1979–1983 çулсенче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми вăтам шкулӗн директорӗнче ӗçленӗ. Унтан пӗр вăхăт çамрăк коммунист 1983–1991 çулсенче «Путь Ленина» колхозăн партком секретарӗнче тăрăшнă.

1991–1996 çулсенче «Путь Ленина» колхоз ертӳçин çумӗнче вăй хунă, каярахпа председатель пулмах шаннă.

1996 çулта Сергей Ананьевича каллех шкула чӗнсе илеççӗ, тăватă çул истори, географи, математика урокӗсене илсе пырать. 2000 çултан пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен 20 çул ытла Хулаçырми ял хутлăхӗн пуçлăхӗ пулса тăрăшать, ял аталанăвӗшӗн самай пысăк ӗçсем тăвать. Ахальтен мар ӗнтӗ «Хулаçырми ялӗн тава тивӗçлӗ гражданинӗ» ята тивӗçнӗ. Тăван ялта кун пек çӳллӗ те чыслă ята илме, тӗрӗссипе, чылай кăткăсрах, апла сумлăрах та. Ӗçри кăтартусене кура наградисем те пӗлтерӗшлӗ, нумай. Çавсен шутӗнче ТР Премьер-министрӗн Тав хучӗ, ялпа районăн социаллă экономикине пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн тата нумай ӗçленӗшӗн ТР Президенчӗн Указӗпе «Ӗçри хастарлăхшăн» медалӗ.   

Мăшăрне Галина Федоровнăна та паян кун та нумай çын тав тăвать. 1971 çултан тытăнса вăл колхозăн ача çуратмалли фельдшерпа акушер пунктӗнче 40 çула яхăн ӗçленӗ, мӗн пенсие тухиччен. Ял хӗрарăмӗсем уйрăмах тав тăваççӗ ăна. Галина Федоровна, сăмах май, тухтăрсен династийӗнчен тухнă темелле. Унăн ашшӗ Федор Алексеевич Мокшин, вăрçă ветеранӗ пулнăскер, медицина службин лейтенанчӗ,  тухтăр пулса ӗçленӗ, ялти фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ пулнă. Ашшӗ пенсие тухсан заведующи тивӗçне Галина Федоровнăна шанса панă. Шаннине ăста тухтăр тӳрре кăларнă, пӗр йывăрлă хӗрарăм та, пӗр пепке те шар курман ун аллинчен, тӗрӗс-тӗкел çут тӗнчене килнӗ. Ял çынни чир-чӗрпе аптраса килсен те вӗсене пурне те квалификациллӗ пулăшу панă. Çавăнпа пит хисеплеççӗ ăна, тав тăваççӗ çынсем. 

Сергей Ананьевичпа Галина Федоровна мăшăрланса пӗрле 50 çул пурăнаççӗ, ылтăн туя январӗн 6-мӗшӗнче палăртрӗç. Салифановсем 3 ывăл çуратса ӳстернӗ. Вӗсем пурте çемьеллӗ, ача-пăчаллă. Аслин Валерийӗн икӗ ывăл, вăтаммин Евгенийӗн пӗр ывăл, чи кӗçӗннин – Русланăн икӗ хӗр, пурте Ульяновск хулинче тӗпленнӗ. 

50 çул пӗрле пурăнни – телей. Ун вăрттăнлăхӗ ансат: пӗр-пӗрне ăнланни, хисеплени кирлӗ. Пурăнан пурнăçра темли те пулать, мӗнле калас – чашăк-тирӗк шăкăртатмасăр мар. Анчах чи кирли çемье хутшăнăвӗсене упрани, пӗр-пӗрне сума суни, каçарма, йышăнма пӗлни. Сергей Ананьевичпа Галина Федоровна пысăк тавракурăмлă, ăслă-тăнлă, вӗреннӗ çынсем, вӗсем пӗр-пӗриншӗн мăшăр та, тус-тăван та, юлташ та. Çапла тата нумай-нумай çул пӗрле килӗштерсе, сывлăхпа пурăнмалла пултăр. 

Сăнӳкерчӗк Салифановсен çемье архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: золотая свадьба