Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Аслă Çӗнтерӗве çывхартас ӗçе пысӑк тӳпе хывнӑ

Тăван Ҫӗршывăн Аслă вăрҫи вăхăтӗнче Хусанти 139 промышленность предприятие çар продукцие кăларма пуçланă. Унсăр пуçне хулана çӗршывăн тӗп регионӗсенчен 70 заводпа ытти производствăна эвакуациленӗ.

Вырăнти предприятисенче Хӗрлӗ Çар валли хӗçпăшал, боеприпассем тата ытти хатӗрсем (600 яхăн) туса кăларнă. Вăрçă çулӗсенчи кашни улттăмӗш самолета Тутарстан тӗп хулинче пухнă.

Çăмăл промышленность ӗçченӗсем те хăйсене шеллемесӗр ӗçленӗ. Хула фабрикисенче 822 пин шинель, 6 миллион мăшăр çăматă тата 5 миллион мăшăр çар атти çӗленӗ.

Вăрҫă çулӗсенче хулара ӗçленӗ икӗ пине яхăн çын орден е  медаль илме тивӗçнӗ.

2020 çулта июль уйăхӗнче Хусана «Ӗç паттăрлăхӗн хули» ят панă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: промышленность 80-летие Великой Победы тыл