Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан циркĕн ача-пăча шкулĕнче вĕренекенсем Сен-Поль-ле-Даксри тĕнчери артистсен фестивалĕнче икĕ приз ҫĕнсе илнĕ

Хусан циркӗн ача-пӑча цирк шкулӗнче вӗренекен Владимир Серов, Елизавета Демидова, Ярослав Краснов тата Ксения Семенова кӗмӗл приз тата куракансен призне ҫӗнсе илнӗ. Парнесене пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине гала-представлени вӑхӑтӗнче панӑ.

«Воздушные гимнасты на ба́мбуке» номер вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ ачасен ӑсталӑхӗ жюри пайташӗсене питӗ тӗлентернӗ - вӗсем ачасене ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ. Куракансем те пирӗн ачасем ҫине пӑхса тӗленнӗ. Пӗтӗм фестиваль тӑрӑшшӗпех вӗсем патне поклонниксем пынӑ, автографсем, пӗрле сӑнӳкерчӗксем тума ыйтнӑ. Куракансен призӗ те Хусан циркӗн ача-пӑча цирк шкулӗнче вӗренекенсене лӗкни тӗлӗнтермест те.

 

Ачасем валли «Воздушные гимнасты на ба́мбуке» номере педагог тата наставник, тава тивӗҫлӗ

ТР искусствӑсен деятелӗ Светлана Шарапова лартнӑ. Бамбук ҫинчи номерсем сывлӑш гимнастикин жанрӗсем хушшинче чи йывӑррисем шутланаҫҫӗ, вӗсем валли ҫирӗп хатӗрленӳ кирлӗ.

 

Аса илтеретпӗр, кӗркунне Владимир Серов тата Елизавета Демидова I Тӗнчери  “Артист" цирк фестивалӗнче бамбук ҫинчи номершӗн “ылтӑн” ҫӗнсе илнӗ, январь уйӑхӗнче вара Будапештри XV фестивальте ӑнӑҫлӑ номерне кӑтартнӑ.

 

Директор Эльмира Булатова Сен-Поль-ле-Даксри фестивальте чаплӑ хӑна пулнӑ, вӑл Хусан циркӗн ятарлӑ призне акробатика номерӗшӗн Тони пӗртӑвансене панӑ. Ҫак артистсем - халӗ Хусанта “Цирк из сапога” программӑпа ҫӳрекен артистсен ҫемйинчен иккен.

 

Тӗнчери XXIII цирк артисчӗсен фестивалӗ Сен-Поль-ле-Дакс хулинче мартӑн 14-мӗшӗнчен пуҫланса 17-мӗшӗччен пынӑ. Традицилле Сен-Поль-ле-Дакс хулинчи фестивале опытлӑ та паллӑ цирк артисчӗсемпе пӗрле пуҫлакан артистсене те чӗнеҫҫе. Ку ҫамрӑк та талантлӑ артистсемшӗн хӑйсен пултаруллӑхне кӑтартма аван шанс. Фестивале хутшӑнакан 4 ача та 18 тултарман-ха. Владимир

Серовпа Ярослав Краснова 17 ҫулта,

Елизавета Демидовӑпа Ксения Семенова

– 12 тата 13 ҫулта. Анчах вӗсен ӑсталӑхӗ профессионаллӑ цирк артисчӗсем шайӗнче.

 

Сӑнӳкерчӗксем Хусан циркĕн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев