Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан çыннисемпе хăнисем республикăра пурăнакан кашни халăх культурипе пӗр çӗрте паллашма пултараççӗ

Ыран, сентябрӗн 14-мӗшӗнче 12 сехетрен тытăнса 18 сехетччен «Мозаика культур» этноконфесси фестивалӗ Хусанти Старо-Татарская слободара иртет. Юбилейлӗ 10-мӗш фестивале 13 сехетре чаплă лару-тăрура уçма палăртнине «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире йӗркелӳçӗсем каласа пачӗç.

Тутарстан чăнах та нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ республика. Ун территорийӗнче хальхи вăхăтра 130 тӗрлӗ халăх пурăнать. Вӗсен хăйӗн историйӗ, культури.  Çак пуянлăха туллин кăтартас тӗллевпе йӗркелеççӗ те фестивале.

Тӗп сцена çинчен Тутарстан коллективӗсем хӑнасене республикăра пурăнакан халӑхсен юрри-ташипе паллаштарӗç. Уява килекен тӗрлӗ халăх апат-çимӗçне тутанса пăхма, вӑййисене хутшăнма, кил-çурчӗн уйрăмлăхӗсене пăхса тухма пултарать. Çавӑн пекех каллиграфи, мозаика, мандал росписӗ, тӑмран теттесем ӑсталасси, эпоксид сӑмалинчен капăрлăхсем тăвассипе мастер-классем иртӗç.

Тава тивӗçлӗ артистсен – Марсель Вагизовăн, Марат Галимовăн, Марина Карпован, тутар эстрадин артисчӗн Ильгиз Шайхразиевăн, «ЖИВаGo» музыкӑпа поэзи фолк-ушкӑнӗн, «Красная горка» ансамблӗн, вак халăхсен Евровиденин финалисчӗн Shoner Paul (Павел Александров) тата ZAKARIA фольклор ушкӑнӗн пултарулăхӗпе те паллашма май пулӗ.

Кăçал Çемье çулталăкӗ пулнăран тӗп сцена çинче çыннӑн пурнӑç çулне (вӑл çуралнинчен пуçласа ватлӑх кунӗ таран) театрализациленӗ  представленире кӑтартӗç.

Çавăн пекех шкул ачисен спартакиадăна та хутшăнма пултараççӗ.

Çӗнӗлӗх те кӗртнӗ кăçалхи фестивале – тӗн ӗçченӗсен Лекторие. Тӗн представителӗсем çемье, унӑн пӗлтерӗшӗ çинчен каласа парӗç. Ыйтусем çине хуравлӗç.

15.55 тата 18.00 сехетсен тӗлнелле тӗп сцена çинче фестиваль хӑнисем валли йӗркелӳçӗсем розыгрыш ирттерме те палăртнă.  

Фестивале онлайн пăхма та пулать. Анчах та уявӑн атмосферине туллин туяс тесен уява çитсех курмалла.

 

Фестиваль мӗнле иртни пирки «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многонациональность