Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан марафонне йӗркелӳçӗсен прогнозӗсем тӑрӑх 30 пине яхӑн çын хутшӑнӗ

Кăçал майăн 11-12-мĕшĕсенче иртекен марафонра чи массӑллӑ старт пулать.

Хутшӑнакансен шучӗпе Хусан марафонне  Мускав марафонĕпе танлаштараççĕ, кăçал вăл Санкт-Петербурги «Белые ночи» марафонран та  ирттерет. 

Хальхи вăхăтра марафона хутшӑннине 20 пин çын çирӗплетнӗ. Вӗсенчен 4,5 пин çын Тутарстанран килет , ытти çӗршывсемпе хуласенчен 14,5 пин çын килессе кĕтеççĕ. 42,2 километр марафон дистанцине чупма вырӑн юлманпа пӗрех. Кашни кун марафона хутшӑннине 500–600 çӗнӗ çын çирӗплетет.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Казанский марафон