Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНА КАШНИ ХĂЙЛЕ ЮРАТАТЬ

Февралӗн 28-мӗшӗнче «Сайдаш» Культура центрӗнче «Пантера» балет çӗнӗ спектакль кăтартрӗ.

 

Хӗл кунӗсем Хусанта Наиль Ибрагимов хореографăн пысăк проектне тӗнчене кăларнипе вӗçленчӗç.

«Пантера» хальхи вăхăтри ташăсен камерлă балечӗ  – Хусанти çак сулăмпа ӗçлекен пӗртен-пӗр профессиллӗ коллектив. Февральте балет 30 çул тултарчӗ. «Пантерăн» илемлӗх ертӳçи, ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Наиль Ибрагимов, калăн, ятарласа юбилей тӗлне хальхи вăхăтри ташă мелӗпе Хусан историне пысăк витӗм кӳнӗ çынсене сăнарланă. 12 тӗрленчӗк мозаика пек пӗр-пӗрин çумне çыпçăнса хитре  хореографи ӳкерчӗкне эрешлеççӗ, 12 çын сăнарӗ (Сююмбике, Гермоген, Тукай, Шаляпин...) пирӗн ума тухса тăрать. «Сайдаш» Культура центрӗнче ытларикун тӗрлӗ çулсенчи куракан пулчӗ, «Пантерăн» çӗнӗ ӗçӗпе паллашрӗ вăл.

Пӗр кун маларах «Моя Казань» постановкăна лартакансем «Татар-информ»  информаци  агентствинче пресс- конференцие пуçтарчӗç журналистсене.

Тӗлпулăва пынă «Пантера» балет директорӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Белова тата Наиль Ибрагимов ку ӗçе Хусана юратни çинчен пӗлтернипе ăнлантараççӗ. Çак шухăша пурнăçа кӗртме вӗсене  Культура пуçарăвӗсен президент фончӗн грантне çӗнсе илни пулăшнă. Тумсем çӗлеме, сцена çине питӗ кирлӗ хатӗрсем туянма çитнӗ укçа.

Ташă хусканăвӗсене, музыка шырасси, декораци-бутафори ыйтăвӗсем хыçа юлнă. Çак пысăк ӗçӗн чи малтанхи тапхăрӗ – хулан музейӗсенче балетри сăнарсем çинчен материал шыранинчен пуçланнă. 

Историе кӗрсе юлнă сăнарсене хальхи вăхăтри ташă хусканăвӗсемпе калăплама  çăмăл-и, çапла майпа сăнара чăннипех уçма пулать-и? Çакăн пек ыйту пачӗç журналистсем хореографа. Н.Ибрагимов вӗсен иккӗленӗвне çирӗппӗн сирчӗ – шăп хальхи вăхăтри ташă жанрӗ тӗрӗс кăтартма пултарать иккен историри сăнара. Тӗслӗхе Гермоген патриарх партийӗ пирки аса илчӗ. Ăна çамрăк пулин те пысăк опытлă, пултаруллă Тимофей Жилин ташлать. Хореограф шучӗпе, артист Гермоген сăнарне питӗ ӗненмелле калăпланă. 

«Моя Казань» лартакансем проекта куракан умне кăларассишӗн тăрăшни пирки никам та иккӗленмест. Анчах мӗнле куракан валли? Çулӗпе миçере, тавракурăмӗпе мӗнле вăл?

Çак пӗтӗм ыйту çине татăклă хурав тупнă теме пулать спектакле пăхнă хыççăн. Çитӗнсе пыракан ăру валли лартнă ăна тата хула историйӗпе кăсăкланма чӗнни те сисӗнет, туристсемшӗн интереслӗ пуласси куçкӗрет. Çулталăк вӗçлениччен «Пантера» ертӳçисем «Моя Казань» фильм ӳкересшӗн. Хусанăн культура пурнăçӗн яланхи репертуарӗнче йышăнӗ-и вырăн, куракансене килӗшӗ-и спектакль? Кăна премьера хыççăнах калама йывăр. Апрелӗн 14-мӗшӗнче пулакан спектакль хыççăн уçăмлăрах пулӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура