Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНТА ЧĂВАШ ПЕДАГОГӖСЕМ ТӖЛ ПУЛЧӖÇ

Мероприятие Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă

Апрелӗн 27-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа педагогсен тӗлпулăвӗ иртрӗ. Мероприятие республикăри чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата чăваш шкулӗсен директорӗсем хутшăнчӗç.

 

Президиумра ТР Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн Наци политикине пурнăçлакан управленийӗн Тӗп канашçи Марина Иванова, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев ларчӗç.

Константин Яковлев И.Я.Яков­лева халалласа Тутарстанра нумай мероприяти иртни çинчен каласа пачӗ. Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн Халалне мӗнпур чăваш ачине вӗрентмелли çинчен аса илтерчӗ.

Ильгиз Халиков Тутарстанри чăвашла вӗрентӗвӗн лару-тăрăвне хак пачӗ. Паянхи кун республикăри 87 шкулта чăвашла вӗрентеççӗ. Вӗсенчен 20-шӗ филиал, 67-шӗ юридици сăпачӗ шутланса тăрать. Чăваш чӗлхине Тутарстанра 2890 ача вӗренет. Вӗсен пӗлӳ шайне тӗрлӗрен чӗлхе конкурсӗсемпе олимпиадăсенче çӗнтернипе хаклаççӗ, вӗрентекенсен ăсталăхне – мастер-классен тата уçă уроксен конкурсӗсенче. Вӗрентӗвӗн федераллă стандарчӗсемпе Чăваш Респуб­лики 17 учебник хатӗрленӗ, вӗсене Тутарстан туянать. Анчах та ку хальлӗхе çителӗксӗртерех. Кăçал 9 класс пӗтерекенсенчен 99 ача чăваш чӗлхипе экзамен тытма хатӗрленет.

Ильгиз Ильдарович чӗлхе­çӗсен кадрӗсене хатӗрлесси пирки те хăй шухăшне каларӗ. Ун сăмахӗпе шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен вăтам çулӗ тахçанах 40-рен иртнӗ. Çакă чӗлхе вӗрентӗвӗн пуласлăхӗ пирки питӗ те шухăшлаттарать.

Вӗрентекенсен те, вӗсен ӗçне хаклакансен те ыйтусем нумай. Чи çивӗччи – пирӗн хыççăн килекен ăрусем чăвашла калаçманни. Енчен те паян вӗрентӳ тытăмӗ çак лару-тăрăва улăштараймасан, ыран кая юлма пултаратпăр. Çавăнпа та шкулти вӗрентӳ пирки калаçма тытăниччен чи малтан шкул умӗнхи воспитанипе вӗрентӳ çине тимлӗх уйăрмалла. Çак ыйтăва Константин Малышев çӗклерӗ. Садикре чăвашла вӗренмен ачасем 1-мӗш класа килсен тăван чӗлхе урокӗсенче, йăваран тухса ӳкнӗ курак чӗпписем пек, нимӗн ăнланмасăр лараççӗ. Амăшӗсен витӗмӗ те сисӗнет кунта, шкулта вӗрентӳ чӗлхине суйласа илме ирӗк пани те. Урăхла каласан, чăваш чӗлхине ача садӗнченех вӗрентме тытăнмалла. Ку чухне тутарсен «Выляса вӗренетпӗр» программи пирӗншӗн чух кăна пулмалла. ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсем ăна «чăвашлатма» хатӗрри çинчен пӗлтерчӗ Константин Анатольевич.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова ачан аталанăвӗнче тăван чӗлхе мӗнлерех вырăн йышăнни çинчен каларӗ. Вăл редакци Вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле Иван Яковлевич Яковлева халалласа ирттернӗ онлайн-конкурса ытти нацисен ачисем те хутшăнни çинчен пӗлтерчӗ. Конкурсра çӗнтернӗ вӗрентекенсемпе вӗренекенсене Тав хучӗсемпе Дипломсем пачӗ.

Малалла тӗлпулăва хутшăнакансем Туслăх Çурчӗн концерт залне куçрӗç. Кунта рес­публикăри чăваш центрӗсен ертӳçисемпе, Шупашкартан килнӗ хисеплӗ хăнасемпе пӗрле ТР Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен департаменчӗн Наци политикине пурнăçлакан управленийӗн пуçлăхӗ Данил Мустафин, ТР культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, тутар халăх поэчӗ Ренат Харис та пурччӗ. Чăваш Ен делегацине ЧНК вице-президенчӗ, пирӗн ентеш Николай Угаслов ертсе килнӗ. Унпа пӗрле чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтесса, Алексей Енейкин кинорежиссер килнӗ.

Концертра ТР Чăваш хӗ­ра­рăмӗсен союзӗ, Çӗпрел райо­нӗнчи «Хӗлхем» ансамбль, Хусанти «Ӗмӗт» ушкăн, Туслăх Çурчӗн инструмент ансамблӗ, пӗртăван Софийăпа Стефания Чаркинасем хăйсен пултару­лăхӗпе куракансене савăнтарчӗç.

Иван Яковлевич Яковлевăн Халалне тӗрлӗ чӗлхепе вулани уявăн кульминацийӗ пулчӗ.  

 

Илья ТУМАНОВ.

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев