Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă ҫар операцине хутшăнакансен ачисем тата инвалидсем валли Хусанта ыркӑмӑллӑх ёлки иртнӗ

Хусанти культурӑпа йӑпану Корстон комплексӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен ачисем тата инвалидсем валли ёлка иртнӗ

Корстонӑн йӑпану программисен режиссерӗ Линар Сафиуллин ҫакӑн пек мероприятисем комплекс уҫнӑранпа ҫулсерен иртни ҫинчен каласа панӑ.

 

"Хӗллехи сезон пуҫланас умӗн эпир ёлка лартатпӑр, унта ачасем хӑйсен сӗнӗвӗсене ҫырма пултараҫҫӗ, Корстон сотрудникӗсем ҫав ҫырусене вуласа парнесем туянаҫҫӗ те вӗсене ҫав ачасем патне яраҫҫӗ", - палӑртнӑ вӑл.

 

Акци вӗҫӗнче ачасем валли ыркӑмӑлӑх концерчӗ иртет.

 

Спектакль аҫтаха патне хӑнана кайнӑ тата хӑйсен ҫулӗ ҫинче юмахри персонажсене тӗл пулнӑ икӗ ача ҫинчен питӗ интереслӗ каласа парать. Кунсӑр пуҫне ачасем ҫутӑ тата лазер шоуне курнӑ.

Ачасем кашни ҫӗнӗ персонажа хаваслансах кӗтсе илнӗ, йывӑрлӑхсене татса пама вӗсене хастарлӑн пулӑшнӑ.

 

Концерт вӗҫленнӗ май уяв хӑнисем хушшинче пылак парнесемпе Корстон символикипе парнесем вылянтарнӑ.
 

ИА Татар-информ сӑнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев