Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта иртекен Республика ёлкине 17 пине яхӑн ача хутшăнĕ

Республика ёлки декабрӗн 25-мӗшӗнче «Татнефть-Аренăра» иртет, мероприятие 17 пине яхӑн ача çитсе курӗ.

Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пĕлтернĕ.

«Ăна туслӑха тата ырри, лайӑххи çинчен ӗмӗтленме май пуррине халалланă. Сюжетра — темиçе геройăн асамлă билетсем пур, вӗсен станцисем тӑрӑх çӳресе хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑçлаççĕ», — ӑнлантарнă ведомство пуçлӑхӗ.

Ринат Садыков палӑртнӑ тӑрӑх, республикăран килнĕ шкул ачисене вĕри апат çитерĕç, муниципаллӑ ултӑ районтан çитнĕ ачасем валли Хусан çывӑхӗнчи виçӗ лагерьте вырӑнсем хатӗрлӗç.

«Çанталӑк пăсăлас пулсан ытти районсенчен килнĕ ачасем те Хусантах юлĕç, вĕсем валли каç выртма вырӑнсем те хатерленĕ», — каланӑ министр.

Кашни çамрӑк куракана пылак парне парĕç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: елка