Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Лев Кураков çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă турӗç

Январӗн 4-мӗшӗнче чăваш халăхӗн пархатарлă ывăлӗсенчен пӗри Лев Пантелеймонович Кураков 80 çул тултармаллаччӗ. Анчах шел, икӗ çул каялла çӗре кӗчӗ академик. Çак сумлă юбилее иртнӗ эрнекун Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче паллă турăмăр.

Лев Кураков Аслă Çутта кăлараканăмăртан Иван Яковлевич Яковлевран эстафета илсе малалла кайнăн туйăнать. Çӗршывра экономика кризисӗ алхаснă вăхăтра Чăваш патшалăх университечӗн ректорӗ пулма хăюлăх çитернӗ вăл. Утăм хыççăн утăм, вӗрентӳ учрежденийӗн ӗçне çӗнӗлӗхсем кӗртнӗ, аталану çулӗ çине илсе тухнă университета. Экономика енчен илсен те, пӗлӳ енӗпе те, студентсен йышне ӳстерессипе те. Регионсенче филиалсем уçни университетăн сумне ӳстернӗ, экономикине çирӗплетнӗ, анчах çак ӗçӗн тӗп тӗллевӗ – халăха аслă пӗлӳ парасси. Тӗрлӗ сăлтавсене пула пурте Шупашкара пырса университетра вӗренеймеççӗ, чылайăшне пурăнакан вырăнтан вӗренме кайма çăмăл мар. Филиалсенче вара аслă пӗлӳ илес ӗмӗте пурнăçлама çăмăлрах. Хусанта та И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн филиалӗ ӗçленӗ. Ăна Константин Геннадиевич Яковлев ертсе пынă, халӗ ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи ентешӗмӗр. Январӗн 27-мӗшӗнче Лев Кураковăн юбилейне халалланă каçа Хусанта ирттерме те вăл çине тăнă, йӗркеленӗ. 

Юбилей каçӗ Лев Пантелеймоновичăн пурнăçне сăнласа паракан сăнӳкерчӗксен куравӗнчен пуçланчӗ. Фотокурав, тен, ректорăн, профессорăн, академикăн, тӗнчипе паллă экономистăн, ӗçӗсемпе улăп пек пысăк чăвашăн сăнарне туллин кăтартса параймарӗ те пулӗ, анчах объектива лекнӗ самантсем те Лев Пантелеймонович пурнăçӗн пысăк пайне çутатаççӗ. 

Çакăн хыççăн Туслăх Çурчӗн концерт залӗнче юбилей каçӗ малалла тăсăлчӗ.

Юбилей каçне сцена çинче Константин Яковлев уçрӗ. Хусанта Чăваш патшалăх университечӗн филиалне уçнă чух Лев Пантелеймоновичпа хутшăннисене аса илчӗ. Университета Лев Кураков тăван килне упранă пек упранă. 

 – Лев Пантелеймонович ытти пуçлăхсенчен уйрăлса тăратчӗ – çынсене ырлама юрататчӗ. Кирлӗ пулсан вăрçатчӗ те, анчах ырлама ялан сăлтав тупатчӗ. Вăл ректора ларнă чух университетра 9 пин студент вӗреннӗ. Вăл университета хăварнă чух – 28 пин студент. 58 çӗршыв ывăл-хӗрӗ пӗлӳ илнӗ унта. Иван Яковлевăн мăнукӗсемпе çыхăну тытнă. Просветителӗн пысăк библиотекине университета панă вӗсем. ЧР культура министрӗнче ӗçленӗ чух Халăхсен ассамблейине, Халăхсен Туслăх Çуртне уçассипе ыйту çӗклерӗм. 2016 çулта чăнах та ассамблея йӗркелерӗмӗр, ăна ертсе пыма  Лев Пантелеймоновича суйласа лартрӗç.  Туслăх Çуртне тунă чух вăл хăйне чăн-чăн хуçа пек, пӗтӗм яваплăха туйса кашни кӗтесе, кашни вак-тӗвеке асăрхаса тăчӗ, – хӗрӳллӗн каласа пачӗ Константин Геннадиевич.  

Çаплах Лев Кураков çинчен ӳкернӗ фильма та хăтларӗ Константин Яковлев. Ăна Чăваш Енри пултаруллă режиссер Алексей Енейкин ӳкернӗ. Фильмра Лев Пантелеймонович ним пытармасăр хăйӗн йывăр пурнăçӗ çинчен каласа парать. «Хăш-пӗр вырăнсене фильма кӗртмерӗмӗр, – терӗ Константин Геннадиевич. – Пурне те кăтартас-тăк, куракан йӗрсе пӗтӗ...»

Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ Ирек Ильдусович Шарипов «Исполин» тесе темиçе хут асăнчӗ Лев Кураков çинчен каланă чух: 

– Вăл Улăп, пӗр иккӗленмесӗр калатăп. Апла пулин те ассамблейăна ертсе пыма пуçласан, Шупашкарта Халăхсен Туслăхӗн Çуртне тунă чух Хусана килсе канаш ыйтма именместчӗ. Эпир унпа Мускавра, Шупашкарта, Хусанта, районсенче час-час тӗл пулнă. Хуть ăçта та вăл çынна хисеплени курăнатчӗ. Лев Пантелеймонович пек çынсем халăха хăйсен тавра пуçтараççӗ. Çак юбилей каçӗ Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче иртни пирӗншӗн чыс, – тесе вӗçлерӗ хăй сăмахне Ирек Ильдусович.

ТР вӗрентӳ тата наука министрӗн ятӗнчен Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Ильгиз Халиков тухса калаçрӗ, аспирантурăра вӗреннӗ чух Чăваш патшалăх университечӗн журналӗнче хăйӗн статйине пичетленине, редакторӗ вăл вăхăтра Лев Кураков пулнине ăшшăн аса илчӗ. 

Калас пулать, Шупашкартан пултарулăх ӗçченӗсем, Лев Куракова сума сăвакан писательсемпе поэтсем, юлташӗсем килни, сцена çине тухса юбиляра ырă сăмахсемпе аса илни залра ларакансене Лев Пантелеймоновичпа çывăхрах паллашма пулăшрӗ. 

Алексей Енейкинăн  фильмне куракансем ырласа йышăнчӗç.  Чăваш халăх поэчӗсем Раиса Сарпи, Валери Туркай тата РФ Патшалăх премийӗн лауреачӗ, Тутар халăх поэчӗ Ренат Харис сцена çине улăхса кашни ырă сăмах каларӗ. Чăваш Енпе Палестина халăхӗсен туслăхӗн обществин президенчӗ Бассам Аль-Балауи Фатхи нумай çул туслă пулнă Лев Пантелеймоновичпа. Шăпа тӗрӗслевӗн чи йывăр вăхăтӗнче те юнашар пулнă. Çак каç нумай ырă сăмах каларӗ вăл. И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн искусствăсен факультечӗ çумӗнчи  «Нуар» ансамбль, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Алексей Шадриков юрă-кӗвӗпе савăнтарчӗç. 

 

 Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн,  Хусанти Туслăх Çурчӗн 

пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев