Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта наука премийӗн лауреачӗсене чысланă

Республикăри наукăна популяризацилесси, çав шутра наука туризмне аталантарасси чи пӗлтерӗшлӗ пулнине «Научный прорыв. Фәнни алгакитеш» премин чаплă мешехинче ТР Раисӗ Рустам Минниханов пӗлтернӗ.

Мероприяти Хусанти Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра февралӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ.

«Чи лайăх ученăй» ята илме икӗ номинанта – Хусанти патшалăх медицина университечӗн пӗтӗмӗшле патологи кафедрин заведующийӗ, медицина наукисен докторӗ Сергей Бойчук тата геологи тата нефтегаз технологийӗсен институчӗн хими наукисен кандидачӗ Михаил Варфоломеев тăратнă. Наградăна Михаил Варфоломеева ТР Раисӗ Рустам Минниханов панă.

Республикăра наукăпа техника ӗçне тытса пыма регионти моделе туса пӗтернӗ, Вӗренӳ тата наука енӗпе ӗçлекен Раис çумӗнчи канаш анлăланнă, наукăпа технологи аталанăвӗн патшалăх программине технологи лидерстви çине куçма улшăнусем кӗртнӗ. Ăслăлăх премисен калăпăшне ӳстернӗ, тӗпчев проекчӗсем валли укçа-тенкӗ уйăрнă, çамрăк ученăйсен пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатмалли программа тата пост-доксен конкурсне хатӗрленӗ.

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: наука Раис РТ