Хусанта ултă ӳсӗр водитель тытса чарнă
Талăк хушшинче хулан çулӗсем çинче автоинспекторсем руль умне эрех-сăра ӗçнӗ хыççăн ларнă ултă водителе тытса чарнинеТР Патшалăх автоиспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Пӗр кун хушшинче Хусанта 198 авари пулнă. Вӗсенчен иккӗшӗнче çын суранланнă. Пӗринче пешеход светофорсăр çула каçма хăтланнă, тепринче çын çине автомашина пысăк хăвăртлăхпа пынăран кӗрсе кайнă.
Патшалăх инспекцийӗ çул-йӗр правилисене пăхăмалли çинчен аса илтерет. Руль умне эрех-сăра ӗçнӗ пулсан ларма хушмасть. Ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 45 пин тенкӗ (январӗн 1-мӗшӗнчен) штраф тӳлеттерсе 1,5 – 2 çула водитель прависӗр хăвараççӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев