Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Автоледи-2023» конкурсăн финалӗ иртрӗ

Унта машинăпа çÿреме юратакан 45 хĕрарăм хутшӑннӑ

 

Конкурс 1998 ҫулта пуçланса кайнă, ун чухне Ҫырчаллинче пӗрремӗш хут  хула ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. 1999 ҫултанпа конкурса Хусанта ирттерме пуҫланӑ, 2000 ҫулта вара конкурс  республика шайне тухнӑ.

Финалта конкурсанткӑсене виҫӗ тӗрӗслев кĕтнӗ. Малтанах вӗсем ҫул-йӗр правилисемпе теори экзаменне панӑ, унтан ҫӑмӑл автомашинăпа   çÿреме вĕреннĕ хӑнӑхӑвӗсене кӑтартнӑ. «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ хӗрарӑм куçĕпе» темӑпа  конкурса хутшӑнакансен виҫҫӗмӗш тӗрӗслевӗ иртнӗ.

Пӗрремӗш вырӑна тата «Автоледи-2023» хисеплӗ ята Хусан хулинчен Елизавета Загидуллина ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырăна – Нурлат районĕнчен Наталья Львова, виҫҫӗмӗш вырăна –  Хусан хулинчен Миляуша Исмагилова.

Призерсене пурне те дипломсемпе, кубоксемпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ.

Сăнÿкерчĕк gibddtatarstan телеграмм каналтан. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гибдд