Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра Цифровизаци çулталăкне пӗтӗмлетрӗç

Ноябрӗн 30-мӗшӗнче Хусанти Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра Цифровизаци çулталăкне халалланă, 2022 çулта тума палăртнă мероприятисене пурнăçланине пӗтӗмлетсе ведомствăсен хушшинчи ӗçлӗ ушкăн лару ирттерчӗ. Кăçал кăна уçăлнă çӳллӗ технологисен паркӗнче РФ Патшалăх Думин депутачӗсем Айрат Фаррахов, Айдар Метшин, Руслан Гаджиев тата ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин пулчӗç. Журналистсем те хутшăнчӗç ларăва.

Малтанах мероприятие пынисене паркăн инфраструктурипе паллаштарчӗç, мӗн чухлӗ компьютер(!), мӗн чухлӗ вăйă выляма пулать(!): Киберпарк-Аренăра кăна 66 компьютер, шухăшлава аталантаракан тата тӗрлӗ пултарулăха хăнăхтаракан вăйăсем пуррине каласа параççӗ сотрудниксем. Пӗр канмалли кунсăр, эрнипе ӗçлет парк. Ирхине сакăр сехетрен каçхине саккăрччен. Малашне талăкӗпе ӗçлеме плансем пур, тен, çакă декабрь уйăхӗнчех пурнăçланӗ. 

Ача-пăча валли темиçе пӳлӗм – мультфильмсем те ӳкерме вӗрентеççӗ, 3D-принтерпа та ӗçлеме хăнăхтараççӗ, юнашарах столяр-слесарь хатӗрӗсем, вӗсемпе те ӗçлесе пăхма пулать. Çамрăк ӳнерçӗсем пуласлăх тӗнчине хăйсен фантазийӗнчи  сăнарсене куçараççӗ. Хăйсен ӗçне пуçлас текенсене старт-хаб площадки  йышăнать.  Цифра библиотеки, конференц-зал... бизнес-проектсене сӳтсе явма партнерсем IT-парк услугисемпе усă курма пултараççӗ. Çитменнине кунта спортпа аппаланма инвентарьсем те пур, кафене кӗрсе апатланма пулать е çывăхри кофе-машинăсем патӗнче чӗре сури тума юрать.  

Криптовалюта укçа-и?

Тӗнчипе паллă, пирӗн çӗршывра хальлӗхе усă курма законпа ирӗк паман криптовалюта пирки те сăмах тухрӗ. Çакăн йышши укçа пирки Айрат Закирович: «Усă курма юрамасть, анчах кашни иккӗмӗш çыннăн криптовалюта пур», – тесе шӳтлерӗ. Раççейри HOHORO чи паллă кофе сечӗн ертӳçи Ильдар Шамсутдинов ӗçмешӗн криптовалютăпа тӳлев йышăнни çинчен каласа пачӗ. Криптоэквайринг мелӗпе тӳлеве тенкӗ çине куçмалла тунă иккен. Сăмахпа каласа пани çителӗксӗр пек, ӗç çинче – какао туянса – кăтартрӗç. Малтанах мобильлӗ телефонпа усă курма та кăткăсчӗ те, криптăпа тӳлесе кофе ӗçме те çăмăл мар пек. ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин лаборатори условийӗсенче криптовалютăпа çыхăннă модельсем тăвассипе ӗçсем пыни çинчен каласа пачӗ, тӗрлӗ проектсем пур иккен. 

«Криптоуниверситет» проект, тӗслӗхрен, çынсене криптовалюта мӗн иккенне ăнлантарса парать  (çынни миçере, мӗн ӗçленине пăхмасăр), ултавçăсен серепине лекесрен асăрханма вӗрентет. Е тата серепене лекнисене мӗнле майпа çухатусăр тухмаллине ăнлантарать; «Криптофорум» проект пӗр-пӗрне шухăшӗсене каласа пама, идейăсемпе улшăнма ирӗк парать; «MIR-ON» проект ыркăмăллăхпа çыхăннă; «Криптоакселератор» электронлă алă пусассипе,  инвестицисем хывассипе, сутуçăсене туянакана тупма пулăшать. Экологие лайăхлатассипе те проект хатӗрлеççӗ. 

IT-паркра ача-пăчан цифра укçине хута ярассипе те ӗçсем пыраççӗ. Çитӗнекен ăрăва криптовалютăпа ӗçлеме вӗрентмелле тесе шутлать Айрат Ринатович. 

Асăннă проектсене криптăпа тӳлеме пулать, криптоэквайринг мелӗпе тенке куçать. 

Çапах та. Криптовалюта укçа-и? Çакăн пек ыйту та пулчӗ. Чăнах та, алăпа тытса пăхма май çукскерне укçа темелле-ши? Çитменнине ăна нимӗнпе те çирӗплетмен. Айрат Хайруллин питӗ ăнланмалла хуравларӗ çак ыйтăва: «Акци укçа-и? Çук. Вăл пурлăх, улăштару виçин эквиваленчӗ. Криптовалюта та çаплах. Доллара пурте укçа тетпӗр, ăна сăмах парса кăна çирӗплетнӗ, ылтăн стандарчӗпе укçа вăйне çирӗплетесси 1964 çултах вӗçленнӗ».  

Пилотсăр электромобиль

Айрат  Хайруллин лару  пуçлансан кӗскен министерствăн кăçалхи ӗçӗпе паллаштарчӗ. Тутарстанăн пур районӗнче те IT-парксем уçассипе ӗçлеççӗ халь айтишниксем. Инçетри ялсене те пысăк хăвăртлăхлă интернет çитерессине тăрăшсах пурнăçлаççӗ. Кăçал, министр сăмахӗпе, 15 яла çитернӗ, килес çул тата 60 яла çитересшӗн. Инçетри пӗчӗк ялсене интернет кӗртнин пайти çук текенсем пуррине те пытармарӗ Айрат Ринатович, ялсенче пурăнакансене диcкриминацилени пулать тесе шутлать çакна.  «Инçетри ялсенче те пирӗн граждансем пурăнаççӗ, вӗсем налог тӳлеççӗ, вӗсен интернетпа усă курма та май пулмалла», – тесе шутлать министр. Пуçланă ӗçе вӗçне çитерме РФ Патшалăх Думин депутачӗсен пулăшăвӗ кирлине те палăртрӗ вăл. 

Кăçал тăхăр уйăхра IT-отрасль мӗнле ӗçсем туса ирттерни çинчен ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗн çумӗ Рустам Хидиятуллин доклад турӗ. Чи малтанах савăнăçлă хыпар – 2022 çулхи ноябрь уйăхӗ пуçланнă çӗре цифра трансформацине ирттерессипе Тутарстан Республики Раççейре иккӗмӗш вырăна тухнă. Танлаштарма – 2021 çулта 34-мӗш вырăнта пулнă. Ӗненмелле мар пысăк аталану, çапла вӗт. «ТР вице-премьерӗ Шамиль Гафаров ертсе пыракан команда пӗлтӗр те пысăк çитӗнӳсем турӗ, кăçал Раççей субъекчӗсен хушшинче çирӗппӗн малтан мала иртрӗ», –  каласа парать Р.Хидиятуллин.

2019 – 2021 çулсенче социаллă объектсенче, культура учрежденийӗсенче, ФАПсенче информатизацилессипе пысăк ӗçсем туса ирттернӗ, анчах 3800 объекта цифра çитеймен. Çак ӗçе вӗçлеме Рустам Ильдарович депутатсене федераци бюджетӗнчен 2 миллиард тенкӗ укçа уйăрма пулăшма ыйтрӗ. «Укçа уйăрсан икӗ çул хушшинче çак ӗçе вӗçлеме май килӗччӗ», – терӗ шанчăклăн.

Тутарстан Республики Госуслуги сервисӗн ӗçне пӗтӗмпех йӗркелесе çитернине те пӗлтерчӗ Рустам Ильдарович. Унта уйрăм çынсене, пӗчӗк тата вăтам бизнесра тăрăшакансене кирлӗ пур услугăна та кӗртнӗ. Çапла майпа çынсем, предпринимательсем 16 миллиард тенкӗ перекетленӗ. 

Юсав хыççăн искусствăлла интеллект модернизацине иртнӗ РКБ HIMSS тӗнче шайӗнчи стандартпа ӗçлеме пуçлани çинчен «Сувар» çырнăччӗ, Р.Хидиятуллин та асăнчӗ çакна. Чăнах та ку граждансемшӗн тунă пысăк çитӗнӳ. Паллах, патшалăх укçи-тенкине те перекетлеме пулăшать. 

«Ак Барс» Банк» республикăри учительсене 24 пин ноутбук валеçсе пама шантарнă, 12 пин ноутбукпа вӗрентекенсем усă кураççӗ те, декабрь вӗçлениччен юлнă 12 пинӗ те шкулсене çитӗ. Ку учительсене Сберăн федераллă программипе ӗçлеме май парать.

Тата тепӗр хумхантаракан хыпар пӗлтерчӗ доклад тăвакан. Çырчаллинче 300 çынран тăракан команда пилотсăр электромобиль хатӗрлет. Çак идейăпа ӗçлекенсене ӗненсе укçа-тенкӗпе «КАМАЗ» автозавод, уйрăм çынсем пулăшаççӗ, анчах ку çителӗксӗр. 2023 çулта çăва тухсан команда хăйӗн «çимӗçне» кăтартма хатӗр, 2025 çулта пӗрремӗш машина конвейертан тухӗ тесе шантараççӗ вӗсем. Командăна шутланине пурнăçлама 6 миллиард тенкӗ кирлӗ. Çак ыйтупа Рустам Хидиятуллин депутатсем патне тухрӗ.

Цифровизаци çулталăкӗнче 100 ытла мероприяти ирттернӗ министерство: ача-пăча валли «Цифровиада», «Ай 5» конкурссем, 75 пин çын хутшăннă çемье фестивалӗ. Аслă çултисене ытти çулсенче компьютерпа паллаштарнă, кăçал вара госуслуги сервиспа усă курма, ултавçăсенчен сыхланма вӗрентнӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации