Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Чăваш чĕлхи кунӗ

Апрелӗн 25-мӗшӗ пӗтӗм чăвашшăн чи çутă, пуласлăха шанмалли ырă кун — Чăваш чӗлхи кунӗ тата чăвашсене çутта кăлараканӗн Иван Яковлевăн çуралнă кунӗ. Хусанта апрелӗн 24-мӗшӗнче паллă турӗç Чăваш чӗлхи кунне

 


Апрелӗн 25-мӗшӗ пӗтӗм чăвашшăн чи çутă, пуласлăха шанмалли ырă кун — Чăваш чӗлхи кунӗ тата чăвашсене çутта кăлараканӗн Иван Яковлевăн çуралнă кунӗ. Хусанта апрелӗн 24-мӗшӗнче паллă турӗç Чăваш чӗлхи кунне

 

Туслăх Çуртӗнчи мероприятире ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ тата Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ председателӗ К.А.Малышев залра ларакансене уявпа саламларӗ, апрелӗн 25-мӗшӗнче Пăвари искусствăсен шкулӗ умӗнче И.Я.Яковлевăн палăкне уçассине пӗлтерчӗ. 


Уяв программи Ефим Никитин пьеси тăрăх лартнă «Пӗрисем уя, терисем — туя» спектакльпе пуçланчӗ. Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» юхăмӗн пайташӗсемпе ТР ЧНКА хастарӗсем вылярӗç рольсене. Хăй тӗллӗн хатӗрленнӗ артистсен пултарулăхӗ куракансене килӗшрӗ, вӗсем малашне спектакльсем лартма ыйтрӗç.
Унтан пултаруллă çамрăксен концерчӗ питӗ çӳллӗ шайра иртрӗ, куракансем «Браво» кăшкăрса тав турӗç артистсене. Ăна «Аталан» хастарӗсем Дмитрий Мясниковпа Жанна Паишева ертсе пычӗç. 


Пăва районӗнчен килнӗ «Каскад» ушкăн уçрӗ концерта. Нурлат районӗн чăваш çамрăкӗсен хастарӗ Марина Игнатьева, Хусанти «Ӗмӗт» ушкăн, Анжеликăпа Юлия Ереемевасен тата Софияпа Стефания Чаркинасен дуэчӗсем, Елабугăри Чăваш çамрăкӗсен ертӳçи Максим Новиков илем кӳчӗç концерта. Судентсен «Çăлтăр» ушкăнӗн ташши уяв каçӗнче вырăнлă пулчӗ. Хусанти Н.Жиганов ячӗллӗ консерватори студенчӗсем — Семен Леонтьевпа Алексей Семенов дуэчӗ тата Кирилл Иванов баян каларӗç.

Концерт чăваш çамрăкӗсен гимнӗпе вӗçленчӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество