Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ячӗ улшӑнсан та ҫитӗнӳсем тума чарӑнман

Команда турнирсенче вӑй илсе пырать. Хӑватлӑ хирӗҫтӑракансене те парӑнтарма пултарчӗ вӑл

 Вулакансем "ЧНКА" футбол команди ӑҫта ҫухалчӗ тесе кӑсӑкланаҫҫӗ. Чӑнах та, социаллӑ сетьсенче вӑл командӑн страницисем "ӗҫлеме" чарӑнчӗҫ. Сӑлтавӗ – "ЧНКА" ятне улӑштарнинче.

Иртнӗ ҫулсенче ТР ЧНКА Канашӗ финанс йывӑрлӑхӗсене пула футбол командисене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшу параймарӗ. Ҫавна пула пирӗн команда ятне улӑштарнӑ та.

Халӗ вӑл "Профит" ятлӑ. Пӗлтӗрхи сезонра Хусан лигинче команда тата пӗр картлашка ҫӳллӗрех хӑпарчӗ. "А" дивизиона выляма куҫнӑ ятпа "профитсене" эпир те саламлатпӑр. Команда йышӗ те палӑрмаллах улшӑннӑ.

Хӗллехи вӑхӑтра каччӑсем мини-футбол турнирне хутшӑнчӗҫ. Кунта ытларах Хусанта пурӑнакансене курма пулатчӗ. Сергей Саврандейкин ертсе пыракан минифутболистсен команди ӗнер финалта мала тухрӗ. Хусан футбол лиги йӗркеленӗ Кубокра ҫӗнтерни - пысӑк ҫитӗнӳ. Саламлатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев