Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Якути ҫунать, вӑрманти пушарсене сӳнтереймеҫҫӗ

Ним тумасӑрах этемлӗх хӑй пурӑнакан ҫӗре варалать. Малашне те нимӗн те тумасан, эпир тайгасӑр тӑрса юлма пултаратпӑр.

Раҫҫейри пысӑк инкек пирки ӗнтӗ ют ҫӗршывсенчи тӗп хыпар хатӗрӗсем пӗлтере пуҫларӗҫ. Планета ӳпки – тайга пӗр самантрах ҫӗр чӑмӑрӗн чи таса мар вырӑнне ҫаврӑнчӗ. Ученӑйсен шучӗпе 2020 ҫулта Якутири пушарсенчен тухнӑ тӗтӗме (углекислый газ) Мексикӑри мӗн пур машинӑсенчен 2018 ҫулта тухнӑ сӗрӗмпе танлаштарма пулать.
Ним тумасӑрах этемлӗх хӑй пурӑнакан ҫӗре варалать. Малашне те нимӗн те тумасан, эпир тайгасӑр тӑрса юлма пултаратпӑр.

Ҫӑра тӗтӗм Якутска явӑлтаса илнӗ. Сывлӑшри сиенлӗ япаласем нормӑран самай ҫӳллӗрех. Якутири 10 районта, пурӗ 340 пин гектар ҫинче вӑрман ҫунать.
Тӗтӗме пула нимӗн те курӑнманнипе Лена юханшывӗнче пӗчӗк карапсемпе паромсене ҫӳреме вӑхӑтлӑха чарнӑ.
Оперативлӑ штаб лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатма тӑрӑшать.

Мария Христофорова ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев