Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăçта кăткăс ӗç – унта чăваш!

Эпӗ авиаци валли хăватлă двигательсем тăвакан конструкторсен йышӗнчен. Каçарăр, служба çинчен пӗтӗмпех уçса параймастăп.

Юлашки тапхăрта, ватлăх çулӗсенче тенӗ пек, хам çуралнă Раккассипе тата унăн çыннисемпе çине тăрсах кăсăкланатăп. Çавна май, тăван яла кашни килмессеренех, пӗчӗк ялтах тӗлӗнмелле пултаруллă, ăслă, ӗçчен те талантлă пысăк çынсем тухнипе савăнатăп, хавхаланатăп. Ирӗксӗрех вӗсем çинчен ятарлă ярăм çырса республика чăвашӗсене пӗлтерес килет.
Ăна, Раккассинче 1926 çулта çуралнăскере, тăван ялне килнине астăвакансем те çукпа пӗрех. Халӗ пурăнакансенчен пӗринпе – Петр Алексеевич Долговпа ун чухнехи бригадир Гурий Федорович Вассияров (чылай çул каялла вилнӗ) çур ӗмӗр каялла колхоз хирӗнче вăтам пӳллӗ, васкамасăр утакан интеллигент-арçынна тӗл пулаççӗ. Халиччен пӗрре те курманран унпа вырăсла калаçса каяççӗ.
– Эсир раккассисем мар-и?– хирӗç ыйтать палламан çын. – Мӗншӗн чăвашла калаçмастăр? Эпӗ çак ялтах тӗнчене килнӗ, – йăл кулать 35-40 çулсенчи кӗрнеклӗ çулçӳревçӗ.
– Ара, эпир мӗн ачаранпах çакăнта пурăнатпăр-ӗçлетпӗр те... – хыпăнса ӳкеççӗ хăйсемпе чăвашла шăкăлтатса калаçакан палламан арçын умӗнче. – Анчах сирӗнпе пӗрре те тӗл пулман.
– Эпӗ Коля, Николай Семенович пулатăп. Авиадвигательсем тăвас енӗпе ӗçлекен конструктор. Челябинск облаçӗнче, Миасс хулинче тăратăп...
– Тен, эсир Даниловсен йăхӗнчен?
– Çапла. Манăн атте-аннене пуянсем тесе айăпласа ялтан кăларса янă. Каярах вӗсене тăван ене таврăнма ирӗк паман.
– Питӗ шел...
Кӗçех ăнсăртран тӗл пулнă чăвашпа Раккасси çамрăкӗсем хушшинче тăванла калаçу пуçланать. Анчах хăна хăй çинчен темиçе сăмахпа çеç пӗлтерет:
– Эпӗ авиаци валли хăватлă двигательсем тăвакан конструкторсен йышӗнчен. Каçарăр, служба çинчен пӗтӗмпех уçса параймастăп. Çитменнине тепӗр çур сехетрен манăн Пăрăнтăк станцийӗнче пулмалла. Унтан пуйăспа служба вырăнне çитмелле.
– Эпир сире кирек хăш самантра та лавпа станцие леçсе яма пултаратпăр, – теççӗ çамрăксем, хăйсенчен инçе те мар курăк çиекен лаша еннелле кăтартса.
– Пысăк тав, ентешӗмсем. Каçарăр та, манăн кăштах та пулин çуралнă ял çӗрӗ çинче утса киленес килет. Эпӗ ача чухне çак хирсенче çара уран чупнине, Чăнлăра шыва кӗрсе савăннине, тантăшсемпе ăмăртмалла ишнине халӗ те лайăх астăватăп. Хальхинче – иккӗмӗш хут тăван енре. Кунти сывлăш симпыл пек туйăнать мана...
– Хамран пӗр-ик сăмах хушма юрать-и? – ыйтать Петр Алексеевич, чылай çул каяллахи тӗлпулăва аса илнӗ май.
– Тархасшăн.
– Николай Семеновичăн ашшӗ, ял-йыш «Пуян Çумкки» тенӗскер, малтан Ульяновск хулинче вырнаçнă пулнă. Пӗррехинче вăл никама систермесӗрех  юланутпа, шурă лашапа, Раккассине килсе çитет. Ăна паллакансем пурте пăлханса ӳкеççӗ. «Атьăр, тытса чаратпăр!» – кăшкăрать арçынсенчен пӗри. Юланутçă кӗсйинчи наганне кăларать те икӗ хутчен çӳлелле перет. «Пӗлсе тăрăр! Эпӗ сире ырă тума – хамăрăн икӗ çурта парнелеме килнӗ. Пӗрне ял Совет кантурӗ, теприне шкул е общежити тума пултаратăр...»
Çак сăмахсене илтсен ушкăнрисем ăна тав сăмахӗ те каланă.  Ывăлӗ  вара,   пысăкран та пысăк ăсчах, пире яла тирпейлӗ те таса тытма, урамсемпе кил-çурт таврашне ытларах йывăç тата чечек лартса ӳстерме сунса хăварчӗ.  
... Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрӗ ӗнтӗ. Анчах çав тӗлпулăва хутшăннă Петя Долгов асаилӗвӗ яла çав-çавах кăсăклантарнăран, çак йӗркесен авторӗ «кӗрнеклӗ чăваш» çинчен тинех тулли информаци тупма пултарчӗ. Ниçтан та мар, темиçе çул каялла питех те шутлă тиражпа пичетленнӗ «Космонавтика энциклопедийӗнчен». Акă кам пулнă вăл, хăй çинчен сахал кăна пӗлтернӗ ентешӗмӗр.
Николай Семенович Данилов 1926 çулхи мартăн 5-мӗшӗнче Пăрăнтăк вулăсӗнчи Раккасси ялӗнче (халӗ Тутарстанри Пăва районӗ) çуралнă. 1949 çулта Хусанти авиаци институтӗнчен «моторсем тăвакан» специальноçпа инженер-механик дипломӗ илнӗ. 1960 çулта техника наукисен кандидачӗн ăсчахӗн ятне илессишӗн диссертаци хӳтӗленӗ.
1949 çултанах унăн пурнăçӗ СКБ-385 (машинăсем тăвакан конструкторсен бюровӗпе, халӗ – «Патшалăхăн В.П.Макеев ячӗллӗ ракета центрӗ» акционерсен уçă пӗрлешӗвӗпе) çыхăннă. 1961 çулччен инженер, сектор начальникӗ, двигатель хатӗрӗсем тăвакан йӗркелӳçӗ тата пӗрремӗш пай начальникӗ, 1963 –1986 çулсенче предприятин тӗп конструкторӗн çумӗ пулса тăрăшнă. Вăл Р-1, Р-11 ракетăсене алла илес, Р-17 ракетăсен комплексне шутласа кăларас енӗпе пуçаруллă хутшăннă, шыв айӗн çӳрекен баллистика ракетисен (БРПЛ) виçӗ ăрăвне шутласа кăларас, тӗрӗслес тата вырнаçтарас енӗпе курăмлă ӗçсем пурнăçланă.  
Николай Семенович çӗршывра тата тӗнчере халиччен пулман двигатель хатӗрӗсем шухăшласа кăларас, проектлас, сăнавсем ирттерес тата ӗçе кӗртес тӗлӗшпе тӗлӗнмелле пысăк тӳпе хывнă. Вăлах ракета двигателӗсене топливо хутăшӗсен бакне вырнаçтарас, заводра заправка тунă баксене çӗнетӳсем кӗртес енӗпе пысăк пӗлтерӗшлӗ те усăллă сӗнӳсем тăратнă. Вӗсене пурнăçа кӗртни двигатель хатӗрӗсен, пӗтӗмӗшле илсен, ракетăсен техника шайне çӗнӗ пусăма çӗклеме май панă. Талантлă конструктор – вун-вун наука ӗçӗн, çӗнӗлӗх кӗртмелли 28 автор свидетельствин авторӗ. Çавсенчен пиллӗкӗшӗпе ракета комплексӗсем тăвакан конструктор бюровӗн ӗçӗнче шанчăклăн усă курнă.
Хăюллă та пуçаруллă, пур енчен те пултарулăх кăтартнă Николай Семенович Данилова 1981 çулта Совет Союзӗн Патшалăх премине панă. Вăл, 62 çул кăна пурăннă пулсан та, виçӗ хутчен (1963, 1969 тата 1975 çулсенче) Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне тата нумай-нумай медальсемпе ытти наградăсене тивӗçнӗ.
Ракета техникин паллă конструкторӗ, канăç мӗнне пӗлмен ентеш Николай Семенович Данилов 1988 çулхи июлӗн 18-мӗшӗнче вилнӗ. Унăн кӗлне Мускаври Ваганьково масарӗн «хупă» колумбарине вырнаçтарнă.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев